Вите тулли выльăх, çавăнпа пурнăç тулăх

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2023, 19:05 Просмотров: 502

Ирхине-ирех Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешĕвĕн ĕне-выльăх ферминче ĕç вĕрет. Дояркăсем сăвакан сĕт пăрăх тăрăх тỹрех холодильнике каять. Пысăк пахалăхлă шĕвеке Комсомольскине ăсатаççĕ.

- Паян 10 тонна сĕт сутрăмăр. Пăрусем валли 400 килограмран кая мар хăварнă. Хальхи вăхăтра пĕр ĕнерен вăтамран 26 килограмм сĕт сăватпăр, - терĕ Алена Полякова ферма заведующийĕ витесемпе паллаштарса çỹренĕ май. Транспортерсем ĕçленĕрен, санитари кунĕсене туса тăнăран хуралтăсенче таса. Тутă ĕнесем кавлесе çеç тăраççĕ. Вĕсем продукци ытларах паччăр тесе хуçалăхра тивĕçлĕ услови туса пама тăрăшаççĕ. Акă, ĕнесене тăватă ушкăна пайланă. Пĕрремĕшĕнче нумай пулмасть çеç пăрланисем тăраççĕ, иккĕмĕшĕнче - сăвăм вăтам кăтартупа танлашнисем, виççĕмĕшĕнче - пăрулама вăхăт çитсе пынăран сăвăма чакарнисем, тăваттăмĕшĕнче вара - пăрулама вăхăт çитнисем. Кашни ушкăнăн рационĕ тĕрлĕрен. Ăна ятарлă специалист-консультант хатĕрлет. Шрота, урпана, "Премикс" витамина, патокăна, тăвара, пурра, улăма, люцерна тата куккурус сенажне, дробинăна миксерпа хутăштарса параççĕ. Хуçалăхра выльăхсене хĕл каçарма апат çителĕклĕ тата пахалăхлă янтăланă.

Пĕр витерен теприне калаçса утнă май пĕчĕк пăрусем тăраканнине çитнине те сисмерĕм. Хуралтăна пĕлтĕр çеç хута янă. Кĕрсенех тĕлĕнмелли те тупăнчĕ: мăклашкасем пĕчĕк пỹртсенче пурăнаççĕ. Сивĕ çанталăкра та ăшă, вăй илсе кайма май пултăр тесе 2022 çулта пластмасран тунă 54 çурта Беларуç Республикинчен илсе килнĕ. Кĕрсе тухмалли алăкне брезентпа хупланă, çавна май шалта пĕр пек температура тăрать. Хавшакрах çуралнă пăрусене ан шăнччăр тесе тата симĕс тĕслĕ ятарлă куртка тăхăнтартаççĕ.

- Пăрусене виç кунран кая мар сĕт, унтан ăна сĕт кислоти ярса кĕвĕлтерсе икĕ уйăх ĕçтереççĕ. Кунне виçĕ хутчен апатлантараççĕ. Пĕчĕклех çиме хăнăхчăр тесе уйрăм ещчĕке комбикорм хуратпăр, - тет Алена Ивановна. Сăмах май, иртнĕ çул "Батыревский" пĕрлешỹре 482 пăру илнĕ, 2021 çулта - 435. 100 ĕне пуçне 94 пăру (маларахри çул 91 пулнă) тивнĕ. Вĕсен талăкри ỹт хушаслăхĕ 701 грампа (2021 çулта - 698 грамм) танлашнă.

- Хуçалăхра январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 927 пуç ĕне-выльăх шутланать, унтан сăвăнакан ĕнесем - 400, пушмак пăрусем 119 пуç. Çулталăкра пĕр ĕнерен вăтамран 8697 килограмм сĕт сунă, 2021 çулта - 7552 килограмм. Кăтартусене лайăхлатассишĕн коллективри кашни çын тăрăшать. Алина Быкова ветеринари врачĕ чир-чĕртен профилактика мероприятийĕсене вăхăтра пурнăçлать. Ăна Татьяна Чернова ветфельдшер пулăшать. Сăмах май, Таня Патăрьелĕнчи агротехникумран нумай пулмасть вĕренсе тухнă. Çамрăксем йыша хушăнни питĕ кăмăллă. Мария Квасова осеменатор та хăйне шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Вăл ĕнесене вăхăтра йăхтарса пынинчен пăру, сĕт, какай туса илесси нумай килет. Коллективра çĕнĕ çын мар, маларах дояркăра вăй хунă.

Пĕрлешỹ директорĕ Петр Ялуков выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх нумай уйăрать. Фермăра та ăна час-часах курма пулать, кăтартусемпе, йывăрлăхсемпе, улшăнусемпе кăсăкланать. Витесене çĕнетнĕ, чылай ĕçе механизациленĕ. Халь, ав, общежитие юсаççĕ. Эпир унта тумсене улăштаратпăр, канса илетпĕр, - терĕ А. Полякова.

Фермăра ĕçлекенсен шалăвĕ те пĕчĕк мар. Канмалли кунсем те пур. Кадрсем тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çук.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика