Тĕп вырăнта - хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2023, 19:07 Просмотров: 501

Иртнĕ эрнере Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Чăваш Республикин гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен Патшалăх комитечĕн председателĕпе Сергей Павловпа тĕл пулчĕ.

 Тĕл пулура Патăрьел муниципалитет округĕн гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕпе Григорий Каллинпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чрезвычайлă лару-тăру теветкеллĕхне чакарас, çынсене пушар, çуркуннехи шыв-шур хăрушлăхĕнчен сирес, халăха ăнсăртран пулакан инкекрен хỹтĕлес, вĕсем пирки вăхăтра хыпарлас тата ытти ыйтăва та сỹтсе явнă хыççăн муниципалитет округĕнчи чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен комитетăн анлă ларăвĕ иртрĕ.

Унта муниципалтет округĕн структура подразделенийĕн, васкавлă пулăшу службисен, организаци, учреждени ертỹçисем, муниципалитет округĕн территорийĕн пайĕсенчи начальникĕн ĕçĕсене туса пыракансем хутшăнчĕç.

Ларура Патăрьел муниципалитет округĕн гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин муниципаллă звенон, гражданла хỹтĕлев службин, организаци-предприятисем, хуçалăхсем тата ыттисем те чрезвычайлă лару-тăрăва сирес тĕлĕшпе пурнăçласа пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕ, 2022 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕ, çав вăхăтрах муниципалитет округĕнчи халăх пурнăçĕн тăнăçлăхне сыхлас, çут çанталăк пулăмĕпе çыхăннă хăрушлăха сирес тĕлĕшпе 2023 çулта пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли тĕллевсене çивĕчлетрĕ.

Çулталăк итогне пĕтĕмлетекен ларура çавăн пекех Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Владимир Яковлев пушар хуралĕн подразделенийĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ пирки отчет туса пачĕ, Пикшик тата Пăлапуç Пашьел территори пайĕсен начальникĕсен ĕçĕсене туса пыракан Владислав Красновпа Владимир Никитин хăйсен муниципалитет пайĕсенче пурăçласа пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕç.

Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе çыхăннă лару уйрăм хастарсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе тата Тав çырăвĕпе чысланипе вĕçленчĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика