Ачасене - ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2023, 19:12 Просмотров: 503

Патăрьел муниципалитет округĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕллевпе тимлекен комисси ведомствăсем хушшинчи профилактика субъекчĕсемпе пĕрле ĕçлесе пырать. Иртнĕ çулта вĕсем тĕрлĕрен условинче çитĕнекен ачасем кирлĕ воспитани илччĕр тесе пĕрлехи вăйпа сахал мар ĕç тунă. Акă мĕн пĕлтерчĕ комиссин 2022 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен комисси председателĕ Светлана Чернова:

- Пирĕн комисси планпа килĕшỹллĕн çулталăк тăршшĕпе çул çитмен ачасене тивĕçлĕ воспитани парас тĕллевпе палăртнă плана пĕтĕмпех пурнăçланă. Унсăр пуçне комиссин 23 ларăвĕ иртнĕ. Вăл шутра пĕри - анлă лару, теприне вырăна тухса йĕркеленĕ.

Пĕлтĕр çул çитмен ачасем 7 преступлени тунă. Çакна та палăртса хăвармалла. Вĕсен шучĕ маларахри çулпа танлаштарсан ỹсни, ĕçсем пурте каçхине пулса иртни чăн малтанах ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсемпе ытти профилактика субъекчĕсене те пырса тивет. Шкулта е агротехникумра вĕренекен ача ăçта тата кампа çỹренине тата пушă вăхăта мĕнле ирттернине аслисен сăнасах, тĕрĕслесех тăмалла. Çĕрле вĕсене хăйсем тĕллĕн урама кăларни те йĕркене пăхăнманнипех çыхăннă.

2022 çулта усал ĕçпе çыхăннă 20 ачана (маларахри çулта 22 пулнă) шута илнĕ. Кашнийĕнпе реабилитаци программипе ятарлă карточка уçнă, вĕсен ырă тата усал хăтланăвĕсене сăнасах тăраççĕ. Çулталăкра çул çитмен ачасен комиссине тĕрлĕрен айăплава кĕнĕ 11 ачана профилактика ирттерме шута илнĕ, çав вăхăтрах 13-шне "хура списокран" кăларнă.

Патăрьел муниципалитет округĕнче социаллă йывăр лару-тăрури çемьесен йышĕ тăтăшах улшăнса тăрать. Çĕнĕ çул умĕн çакнашкал 52 çемьере 129 ача çитĕннĕ. Иртнĕ çул социаллă хăрушлăх кăларса тăратакансен йышне вунă çемье хутшăннă, çавăн чухлех шутран кăларнă.

Профилактика субъекчĕсем мĕнпурĕ 141 хутчен вырăна тухса 457 çемьери лару-тăрупа, вĕсен пурнăç условийĕпе паллашнă. Вĕсенче 1133 ача (вăл шутра 40-шĕ çулталăк тултарман) пурăнать. Шел пулин те хамăрăн тимлĕхе шута илнĕ çемьесем кашниех хăйсен яваплăхне туймаççĕ. Иртнĕ çул комисси ларăвĕсенче çак сăлтавпа 312 административлă материал пăхса тухнă, ашшĕ-амăшне РФ КоАПăн 5.35 статйипе килĕшỹллĕн 144 700 тенкĕ штраф панă.

Комиссин тĕп тĕллевĕ - усал çул çине тăнă, йывăр шăпаллă çемьесене пулăшасси, çул çитмен кашни ачана кирлĕ пек аталанма, усал ĕçрен пăрăнма майсем туса парасси. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне тухнă Çырура та палăртса хăварчĕ, Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче ачасене, çемьесене аталанма кирлĕ условисем туса памаллине палăртрĕ. Çавăнпа та ведомствăсем хушшинчи профилактика субъекчĕсемпе кăçал та пĕрлехи вăйпах тимлеме тивĕ.

 А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика