Çуралакан пепкесем ытларах, вилекенсем те сахал мар

Категория: Публикации Опубликовано: 10.02.2023, 11:02 Просмотров: 377

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче январьте 23 пепке çуралнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан кăтарту савăнтарать, 13 ача ытларах кун çути курнă. Виçĕ çемьере вара пиллĕкмĕш чун тĕпренчĕкне алла илнĕ! Çичĕ мăшăра йыша виççĕмĕш, тăххăрăшне иккĕмĕш, тăваттăшне вара пĕрремĕш ача хутшăннă ятпа саламланă.

Çĕнĕ çулăн малтанхи уйăхĕнче 39 çынпа ĕмĕрлĕх сыв пуллашнă. Вилекенсен вăтам ĕмĕрĕ арçынсен 64, хĕрарăмсен 69 çулпа танлашнă.

Пĕлтĕрхи кăрлач уйăхĕпе танлаштарсан çемье çавăрас текенсем йышланни савăнтарать. Çулталăк пуçламăшĕнчех çичĕ мăшăр пĕр-пĕрне ылтăн çĕрĕ тăхăнтартнă. Çав вăхăтрах 9 çемье арканнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика