Агропарк - пирĕн пуласлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 10.02.2023, 11:14 Просмотров: 428

Патăрьел муниципалитет пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Ыхра Çырми территори уйрăмĕнче çĕкленекен "Батыревский" агропромышленность паркĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă, "СпецСтройСервис" пĕрлешĕвĕн ертỹçипе Ильнур Заббаровпа курнăçнă.

 "Батыревский" индустри паркĕ 20 гектар йышăнать, вăл производствăпа коммерци объекчĕсен нумай отрасльлĕ центрĕ пулать. Кунта промышленность лапамĕсем, складсем, сивĕтмĕш камерисем тата ыттине те тăваççĕ. Инвесторсене кирлĕ инфратытăмпа - электричествăпа, газпа, шывпа, канализаципе... - тивĕçтереççĕ.

Агропарка ахальтен Ыхра Çырми территори уйрăмĕнче тума палăртман, географи тĕлĕшĕнчен вăл питĕ вырăнлă. А-151 "Çĕрпỹ - Сызрань" федераци, "Çĕрпỹ - Сызрань - Яманчурел" тата "Елчĕк - Патăрьел - Калинино" республика трассисем çывăхра; муниципалитет центрĕ те 7,5 çухрăмра çеç вырнаçнă; Канашри чукун çултан та 50 çухрăм кăна. Виçĕ регионăн тĕп хулине те - Шупашкара 120 çухрăм, Ульяновскине те çавăн чухлех, Хусан та пит инçе мар - çăмăллăнах çитме май пур.

Тĕл пулура электричествăпа тивĕçтерессипе тухнă ыйтусене те сỹтсе явнă.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика