Республика командин йышне кĕнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.02.2023, 11:17 Просмотров: 402

 

Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКан шывра ишес тата триатлон енĕпе ăмăртма вĕрентекен уйрăмĕсене çỹрекенсем Хусанта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăнчĕç. Ольга Краснова, Софья Яковлева, Азалия Салихова республикăн пĕрлештернĕ команди йышне кĕчĕç. Ольга Краснова 16-19 çулсенчисем хушшинче пăхăр медаль çĕнсе илчĕ. Софья Яковлева 4-мĕш вырăна тухрĕ. Азалия Салихова, Кирилл Пашкин, Андрей Сулагаев, Ильнур Мухаметзянов, Дина Хафизова, Даниил Иванов кăтартăвĕсем те япăх мар.

"Хусан акватлонĕ" ачасен лигин тупăшăвĕсем те савăнтараççĕ. Хăйсен ỹсĕм çулĕсенче Самира Янешева, Исмаиль Янтыков пĕрремĕш, София Хафизова, Кирилл Пласкин, Карина Антонова, Ранил Ямалетдинов, Алсу Кучатова иккĕмĕш, Сабиль Салихов, Василиса Иванова, Тимофей Иванов, Самира Салихова виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç.

Çамрăк спортсменсене ăмăртусене Валерий Платоновпа Светлана Рубцова тренерсем хатĕрлеççĕ.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика