"Победитель" - иккĕмĕш

Категория: Публикации Опубликовано: 10.02.2023, 11:17 Просмотров: 389

Ульяновск хулин ипподромĕнче облаçа йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине халалласа лашасен чупăвĕ иртрĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен чи пултаруллă урхамахсем хутшăнчĕç. 4 чупура 30 юртă лаша хутшăнчĕ. Тăваттăмĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКара ĕçлекен, Тикеш ялĕнчи пĕрремĕш категориллĕ урхамахçă Алексей Краснов "Победитель" лашипе 2400 метрлă дистанцинче иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Унăн вăхăчĕ 3 минут та 25 çеккунт. Вăл 21750 тенкĕ укçан преми тата грамотăна тивĕçлĕ пулчĕ.

Хĕллехи вăхăта пăхмасăр ăмăртăва курма ентешсем чылайăн пынă. Вĕсен йышĕнче 84 çулхи Кивĕ Ахпỹрт ялĕнчи Николай Кошкин, Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн директорĕ Валерий Краснов мастер-наездник, Шупашкар хулинче пурăнакан Николай Пыркин, Андрей Кошкин, Шăнкăртам ялĕнчи Альберт Хамбиков, Селим Абейдуллов тата ыттисем те.

Н. КРАСНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика