Пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшар

Категория: Публикации Опубликовано: 10.02.2023, 11:22 Просмотров: 405

Нумай пулмасть Патăрьел территори пайĕн отчетлă пухăвĕ иртрĕ. Унта эпĕ те хутшăнтăм, хамăн шухăшăмпа тухса та калаçрăм. Эпĕ акă мĕн пирки сăмах хускатасшăн.

Хальхи вăхăтра район центрĕнче пĕччен пурăнакан ватăсем те, ача-пăчасăр, мăнуксемсĕр çынсем те, укçа-тенкĕрен хĕсĕкрех пурăнакансем те пур. Хăшĕсен тăван-пĕтенĕ те йышлă мар, тус-юлташ та сахал. Çынсем пурте пĕр пек пурăнаймаççĕ, паллах. Анчах çĕр çинчи пурнăçпа сыв пуллашмалли самант кирек камăн та çитет. Ун пек чухне çакнашкал пысăк хуйха иккĕн-виççĕн çеç пайлаймăн. Çынна йăла-йĕркепе, тирпейлĕн пытарас тесен укçи-тенки те, çынни те нумай кирлĕ. Çавăнпа та территори пайĕнче пулăшусăр çынсене юлашки çула ăсатма пулăшакан пĕр-пĕр фонд йĕркелесен питĕ лайăх пулмалла.

Д. ЧЕРМАСОВА, ĕç ветеранĕ. Патăрьел ялĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика