Февраль уйăхĕнчи ĕçсем

Категория: Публикации Опубликовано: 10.02.2023, 11:23 Просмотров: 414

Çанталăк вĕçĕмсĕр улшăнса тăрать: пĕрре сивĕтет, тепре ăшăтса пăрахать. Улмуççи, груша, слива йывăçĕсем тавра юр купаласа хăварсан усăллă. Уйрăмах ăшă тăнă кунсенче юр купи ирĕлет, тĕп туна çывăхĕнче юр хавшаса юлать. Кăшлакан чĕр чунсем çакăнпа усă курса улмуççи патне çул туса хураççĕ. Çакна шута илсе тĕп туна патĕнчи юра вăхăтран вăхăта таптасах тăмалла.

Улмуççи сивĕпе аманнине тĕрĕслесе пăхма пулать: тураттине касса илмелле, шыва лартмалла. Çичĕ-сакăр кунран йăлтах палăрать: турат хĕллехи сивĕпе аманнă тăк папкасем хуралса лараççĕ, аманман туратăн ешĕл юлать. Уйăх вĕçнелле улма-çырла йывăçĕн тунисене сăрлама тăрăшмалла. Ăна тума вунă литр шыв пуçне икĕ килограмм известь, çĕр грамм пăхăр купоросĕ, çавăн чухлех столяр клейĕ кирлĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика