Почта - ял сăн-сăпачĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2023, 13:23 Просмотров: 318

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Раççей почти" акционерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри управленийĕн директорĕн çумĕпе Петр Никифоровпа тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн "Республика" хаçачĕн директорĕпе (тĕп редакторĕпе) Михаил Арлановпа тĕл пулчĕ. Çавăн пекех ĕçлĕ калаçăва "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов та хутшăнчĕ.

Рудольф Селиванов Шупашкар хăнисене округăн социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе паллаштарнă май Юхмапа Пăла тăрăхĕ наци проекчĕсене, çав шутра пуçару бюджечĕн программисене, çулсене юсамалли, территорисене хăтлăх кĕртмелли

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе 2022-2025 çулсенче ялсенчи 25 пин ытла çыхăну уйрăмне модернизацилемелле. Кăçал республикăра 33 почта çуртне çĕнетме палăртнă. Палăртма кăмăллă, вĕсен йышне пирĕн тăрăхри 4 çыхăну уйрăмĕ те кĕнĕ. Çавăн пекех Петр Никифоров "Авангард" хаçата çырăнса илекенсен йышĕ республика шайĕнче те курăмлине асăнчĕ. Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра округ хыпарçи 4218 экземплярпа саланать.

 А. ИВАНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика