Çитĕнỹ çулĕ такăр пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2023, 13:33 Просмотров: 345

Эрнекун Патăрьел муниципалитет округĕнче Раççей Федерацийĕнчи Педагогпа наставник, Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне уçрĕç.Çак ятпа Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче сумлă мероприяти иртрĕ.

Уява хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи Ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова тата ыттисем те саламларĕç.

Ăста педагогсемпе пултаруллă наставниксем сахал мар пирĕн. Вĕрентекен ĕçне кỹлĕннĕ династисем те вуншарăн. Мероприяти вăхăтĕнче вĕсене те чысларĕç.

Педагогсем çитĕнекен ăрăва пурнăç çулĕ çине кăларас тесе сахал мар тăрăшнă. Акă, Карягинсен пĕрлехи ĕç стажĕ 600, Сулеймановсен 300, Антоновсен 500 çултан та иртет. Ку хисеп Карягинсене, Антоновсене, Сулеймановсене тивĕçрĕ. Педагог - сумлă, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани паракан профессисенчен пĕри. Вăл ял, округ, республика, çĕршыв экономикине тĕреклетекенсене çитĕнтерет. Вĕсен ĕç условийĕсем тивĕçтерччĕр тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Шкулсем çĕклеççĕ, вĕренỹ заведенийĕсене юсаççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине Юхма Енпе Пăлаçи тăрăхĕнчи пултаруллă, вĕренỹре, спортра, обществăлла ĕçре, тĕпчев ĕçĕсенче тата ытти çĕрте пысăк кăтарту тунă 25 çамрăк тивĕçнĕ. Вĕсене те тиврĕ чыслав.

Наставниксен ячĕпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Алина Фролова педагог сăмах илчĕ.

Районти "Авангард" хаçат редакцийĕ 1997 çултанпа "Çулталăк çынни" конкурс ирттерет. Унтанпа конкурса 300 ытла çын хутшăннă. Вĕсем пурте муниципалитет округĕн экономикине тĕреклетес тĕлĕшпе тĕрлĕ сферăра вăй хуракансем. Кăçал та иртнĕ тупăшу. Унта 10 çын явăçнă.

Мероприятинче "Çулталăк çынни-2022" конкурс çĕнтерỹçине те чысларĕç. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов Кзыл Чишмари ачасен пултарулăхне аталантармалли "Сэлэт-Батыр" центр директорне Джалиль Сулейманова çак сумлă ята илнĕ май саламларĕç.

 Чыслав сахал пулмарĕ уявра. Тăрăшуллă ĕçшĕн тата общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикинчи Ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕн Тав хутне муниципалитет округĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова. Чăваш Республикинчи Ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕн Патăрьел округĕнчи обществăлла пулăшуçи Светлана Ибетова тивĕçрĕç. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Арина Сурнаева тата Эльвина Хамидуллована та наградăларĕç.

Сумлă лару-тăрура Патăрьел муниципалитет округĕн хастар çамрăкĕсене Чăваш Республикинчи Ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕн çумĕнчи обществăлла канаш членĕн удостоверенийĕсене пачĕç.

Вĕрентỹ учрежденийĕсенче тăрăшакансем, культура ĕçченĕсем, ачасен ансамблĕсем, спорт коллективĕсем илĕртỹллĕ номерсемпе савăнтарчĕç.

 Раççей Федерацийĕнчи Педагогпа наставник, Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ хăйĕн прависене илчĕ. Малашлăхра интереслĕ мероприятисем пуласса шансах тăрас килет. Пухнă ĕç опычĕ çак сферăри ăста çынсене палăртма та май патăр.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика