Çулсем иртни сисĕнмест, хастарлăхĕ иксĕлмест

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2023, 14:27 Просмотров: 370

 Ырă çынсен пурнăçне, ĕç-хĕлне уçса пама çав тери кăмăллă. Вĕсем хăйсем çинчен кăна мар, çынсем пирки те шутланă, ĕмĕтленнĕ-çке. Никама айăпламасăр, ỹпкеле- месĕр, хăйсен вăйне шеллемесĕр малалла ăнтăлнă, çынна çын пек пулса, вĕсене тĕслĕх парса пурнăçа йĕркелеме тăрăшнă. Халĕ те çаплах.

 Козловка-Пăлакассинчи Анфиса Алексеевна Урукован кун-çулĕ шăп та лăп çак çулпа утнă-чупнă. Иртнĕ çул 80 тултарчĕ пулин те пурнăç илемне çухатман-ха. Вашават, çирĕппĕн пусать çĕр çине. Йăл кулма та манмасть. Ăсĕ-пуçĕ чакман, пулни-иртнине йăлтах астăвать.

 Ачалăхĕ васкамасăр юхакан çăл шывĕ пек тасан та пĕр тикĕс иртмен унăн. Ашшĕне астумасть вăл: сăпкара выртнă чухнех вăрçăра пуçне хунă.

Çавăнпа Анфисăна куршанак ир çыпăçнă, 10 çултах аппăшне пулăшма ферма кайнă. 14-рах хăй тĕллĕн сысна пăхма тытăннă, ăна самăртакан ушкăн уйăрса панă. Пĕвĕ çитменрен пусă хăвăлĕ çине хăпарса тăрса шыв кăларнă, мекĕрленсе çăнăх миххисене йăтнă. Çавах ывăннине килтисене кăтартман, нăйкăшман. Амăшĕ çеç хĕрне хĕрхенсе вăрттăн куçĕсене шăлнă. Тăрăшни сая кайман. Вĕсем пăхакан сыснасем талăкра аванах ỹт хушнă.

Çав çулсенче çамрăк хĕрсем Владимир облаçне торф кăларма кайса çỹренĕ. Анфисан та тантăшĕсенчен юласси килмен. Çулĕ çитеймен пулин те вĕсемпе пĕрлех аякка çул тытнă.

 Хĕрсене ĕç килĕшнĕ, укçине вăхăтра илнĕ. Апла пулин те Анфисан чунĕ тăван ялнех туртнă, çунат хушса вĕçес килнĕ. Çулталăкран каялла таврăннă. Тепĕр куннех ăна ĕне фермине ĕçлеме чĕннĕ. Çапла хĕр дояркăра вăй хума пикеннĕ. Малтанах тарăхмалли те, ỹкĕнмелли те тупăнсах пынă. Тепĕр чухне ĕçе пăрахас мар-ши текен шухăш та амаланнă. Пур ĕçе те алăпа тумалла, пушă вăхăт çукпа пĕрех. Ĕçченлĕхпе тăрăшулăх ăна малтисен ретне тăма пулăшнă.

Пĕррехинче унăн аллине хурт-хăмăрçăсем пирки çырнă кĕнеке лекнĕ. Çакăн хыççăн хĕр хăйĕн ачалăхри ĕмĕчĕсем патне таврăннă. Анфиса 5-6ра чухнех амăшне пыл хурчĕсем ĕрчетме ỹкĕтленĕ. Пĕррехинче хĕрача шыв кỹленчĕкĕ çине сырăннă хуртсене кĕпи арки çинче пуçтарса йăтса килсе ещчĕке янă. "Анне, пирĕн халь нумай-нумай пыл пулать",- хĕпĕртенĕ хăй.

Çак шухăша колхоз председательне пĕлтернĕ. Часах хĕр Вăрнарти профтехучилище студентки пулса тăнă. Чунне парса тăрăшнă, хушма литература та нумай вуланă. Телее тенĕ пекех килтен тетĕшĕ савăнăçлă хыпар пĕлтернĕ. Вăл уйрăлса тухнă çăвăр хуртсене вĕллене хупнă иккен. Çак çул вĕсем пĕр çемьерен 36 килограмм пыл илнĕ. Çакăнтан ĕрчесе кайнă та Кивĕ Катекри Марфинсен хуртсем.

Алла диплом илсе тăван хуçалăха таврăнсан ăна специальноçпа ĕçлеме вырăн пулман. Клуб уççине шанса панă. Юрра-ташша ухатаскер кунта та маххă паман, хăй тавра мĕн пур яш-кĕрĕме пуçтарнă. Каçсем хаваслă иртме пуçланă.

Шăпах çакăнта куç хывнă та ăна Пăлакасси каччи Василий. Часах Кивĕ Катек хĕрĕ Уруковсен килне кин пулса кĕнĕ.

Тĕрлĕ ĕçре вăй хунă çĕнĕ çын. Кирек ăçта та лайăх енĕпе çеç палăрнă. Ырă кăмăлĕпе, уçă чунĕпе ыттисене ăшăтнă. Вунă çул Туçа ял Совечĕн секретарĕнче ĕçленĕ вăхăтра мĕн чухлĕ çынна пулăшу паман-ши вăл? Ĕçкĕллĕ хĕрарăмсен шăпи уйрăмах пăшăрхантаратчĕ ăна. Çакăн пек çемьесенчи ачасемшĕн вăл хăйĕн укçине те хĕрхенместчĕ. Миçе ачана чăлха-носки çыхса тăхăнтартман-ши? Тутлă çимĕçсемпе те сăйланă. Ĕçкĕллĕ хĕрарăмсене эрехрен писме мĕн чухлĕ ỹкĕтлемен-ши, Обществăлла ĕçсенче те активлăх кăтартнă вăл. Мĕн калăн, лаши туртать пулсан ун çине татах тиеççĕ. Бригадăри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулнă май кил-çуртри тасалăхшăн, тирпейлĕхшĕн тăрăшнă. Ял Совет депутачĕ, колхозри ревкомисси членĕ, ял старости, темиçе хутчен районти халăх сучĕн заседателĕ пулни те унăн хастарлăхĕ пиркиех калать.

1992 çулта Анфиса Алексеевнăна ялти клуб заведующийĕн ĕçне шанса панă. Çакăнтан вара клуб кĕрлесе тăма пуçланă. Çĕнĕрен çĕнĕ мероприятисем ирттернĕ. Туçа ял администраци территоринче малтан ял уявĕ ирттерессине йĕркелесе янă. Унта çак ялта çуралса ỹснĕ, хуласенче тĕпленнĕ тĕрлĕ çулхи çынсем йышлăн хутшăннă. Халĕ ку уява кашни ялтах ирттереççĕ. "Пĕрле ỹснĕ тантăшсем" кану каçне 40-рен иртнисем те хутшăннă. Кивĕпе Çĕнĕ çула, Раштава, Çăварние, Хĕрарăмсен уявне çулленех палăртнă. Хĕле ăсатнă. Ял юбилейне те лайăх ирттернĕ.

 Унтанпа чылай шыв-шур юхрĕ пулсан та ялта çак йăла-йĕркесене сỹнме памаççĕ. Пуçаруçи каллех Анфиса Алексеевна. Клуб заведующийĕпе Ирина Козловапа иккĕшĕ тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Кунта пенсионерсен "Огонек" клубĕ ĕçлет. Унта ваттисемпе пĕрле çамрăксем те çỹреççĕ. Ялти ватăсен çавра çулĕсене паллă тăваççĕ, пĕр-пĕрин алă ĕçĕсен вăрттăнлăхĕсене хăнăхаççĕ, апат-çимĕç хатĕрлеме, пахча-çимĕç акса-лартса тума вĕренеççĕ.

Хĕрарăм ĕçсĕр лармасть, килте те ĕç чылай: кил-çурт, пахча, выльăх-чĕрлĕх. Мăшăрĕпе, Василий Петровичпа, пĕр ывăл çитĕнтерчĕç. Вăл нумай çул колхозра выльăх тухтăрĕ пулса ĕçлерĕ. Шел пулин те халь ун пирки иртнĕ вăхăтпа аса илме тивет. Йывăр чире пула вунă çул каялла пурнăçран уйрăлчĕ.

Анфиса Алексеевнан ачалăхри ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Уруковсен килĕнче утар пур. Вĕллисем йышлă, çулленех нумай пыл илеççĕ. Садĕнче улма-çырла йывăççисем, чечексем ешереççĕ.

 Выльăх-чĕрлĕхĕ те ĕрчевлĕ. Ĕне, пăру, чăх-чĕп, хур-кăвакал усраççĕ. Мĕн пур ĕçе Евгений ывăлĕпе пурнăçлаççĕ. Унăн алли ылтăн, тума пĕлмен ĕç çук. Кирек мĕнле техникăна та юсама пултарать. Çăвĕпе хиртен кĕмест, çĕрпе туллин усă курать.

Çулсем шултраланчĕç тесе Анфиса Алексеевна ватăлса ларма шутламасть-ха. Пурнăçа юратаканскер кашни çутă куншăн хĕпĕртет, ăна усăллă ирттерме тăрăшать.

В. МАЛЬЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика