Ырă йăла таврăнчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.02.2023, 18:46 Просмотров: 241

Февралĕн 15-мĕшĕнче республикăра, вăл шутра Патăрьел муниципалитет окру- гĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Правительство ĕçченĕсем вырăнти халăхпа тĕл пулса çивĕч ыйтусене сỹтсе яврĕç. Кун пек мероприятисем малтан та пулнă-ха. Пандеми вăхăтĕнче çеç чарăннă. Пĕрлехи информаци кунĕсене çĕнĕрен ирттерме пикенни çынсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки Правительство ĕçченĕсене тỹрремĕнех пĕлсе тăма, вĕсене вăхăтра татса пама май парать. Информаци кунне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Степанов, муниципалитет округĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, округ депутачĕсем, территори пайĕсенчи начальникĕн ĕçне туса пыракансем, çамрăк блогерсемпе журналистсем хутшăнчĕç.

Пĕрлехи информаци кунне сỹтсе явма кĕртнĕ тĕп ыйту - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăва сỹтсе явасси. Информаци ушкăнĕн ертỹçи, Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ-сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов чăн малтанах Республика Пуçлăхĕ Çырура кăçал тата малашнехи тапхăрта сывлăх сыхлавĕн отраслĕ умне лартнă тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

- "Сывлăх" наци проекчĕн малтанхи звенона модернизацилемелли программа пурнăçа кĕме пикеннĕренпе республикăра сывлăх сыхлавĕн 40 объектне юсаса хăтлăлатнă, вăл шутра Патăрьел муниципалитет округĕнче - 4 объект. Унсăр пуçне республикăра 66 сывлăх учрежденине çĕнетнĕ, вăл шутра 7-шĕ каллех çак муниципалитет округĕнче,- терĕ Владимир Геннадьевич Патăрьелсен сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче пулса пыракан начар мар ĕçне хак парса.

Кун йĕркине кĕртнĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш ыйтусем - муниципалитет округĕнчи çулсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăрассипе çыхăннă ĕçсем тата вĕрентỹ сферинче кадр ыйтăвĕн проблемисемпе вĕсене вырăнта татса парасси. Асăннă ыйтусемпе Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ-строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов тата вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ Ирина Рубцова тухса каларĕç.

Çул ыйтăвĕ çулла та, хĕлле çивĕч

2022 çулта автомобиль çулĕсене тытса тăма 19134780 тенкĕ тăкакланă. Вĕсене пăхса тăрассипе муниципаллă контракта пĕтĕмпех пурнăçланă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çула пăхса тăракан подрядчиксем: Р. Санзяпов, И. Рубцова, Л. Манзуркина индивидуаллă предпринимательсем.

Çулсене хĕллехи вăхăтра юртан тасатма, тирпейлеме, пăхса тăма 19 единица техника пур. Хĕллехи тапхăр пуçламăшне 1500 тонна хăйăрпа тăвар хутăшне хатĕрленĕ. Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл тата 650 тонна юлнă.

2023 çулта автомобиль çулĕсене пăхса тăма 18531400 тенкĕ пăхса хăварнă. Кăтарту маларахри çулхинчен сахалтарах пулни пирки информаци кунĕнче те калаçу çивĕчленчĕ. Çакна çулсене пурне те саккунпа килĕшỹллĕн шута илменнипе, регистрациленменнипе çыхăнтарчĕç.

Вĕрентекен сумĕ те, хисепĕ те ан çухалтăр

Патăрьел муниципалитет округĕнчи шкулсенчи кадрсен ыйтăвне татса парас тĕллеве пурнăçлама "Земский учитель" патшалăх программи те пулăшать: 2021 çулта физика, 2022 çулта вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем ĕçе вырнаçнă. 2023 çулта та çак ĕçе малалла тăсасшăн.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта професси суйлама пулăшма педаг класне (19 вĕренекен çỹрет) уçни те малашне вĕрентекен сумне ỹстерессипе çыхăннă.

 "Сывлăх пурнăç условийĕнчен те, сиплев пахалăхĕнчен те килет"

Çак сăмахсене Патăрьелĕнчи централизациленĕ тĕп больницăн ертỹçи Николай Тинюков коллективпа тата ЧР Правительствин вице-премьерĕпе, сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Владимир Степановпа йĕркеленĕ тĕл пулура та палăртрĕ. Николай Антонович Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сывлăх сыхлавĕн отраслĕ мĕнле аталанса пыни, 2022 çулта халăх сывлăхне сыхлас, сиплев пахалăхне ỹстерес тĕллевпе пурнăçланă ĕçсем, умра тăракан задачăсем пирки каласа пачĕ.

Патăрьелĕнчи муниципалитет округĕнчи сывлăх учрежденийĕсене "Земский доктор", "Земский фельдшер" программăсемпе 2022 çулта педиатр, терапевт, хирург, икĕ фельдшер, акушерка ĕçе вырнаçнă. Ку ыйтупа малалла та ĕçлеççĕ.

Паян телемедицина сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе тухтăрсемпе ФАПра тăрăшакансем видеоçыхăнупа çăмăллăнах пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлеме пултараççĕ.

2022 çулта "Сывлăх сыхлавĕ" Наци программипе мĕн пурĕ 113375 пин тенкĕлĕх пурлăхпа техника базине пуянлатнă. Сăкăтра врач амбулаторине хута янă, Первомайскинче врач амбулаторине, Тикешри ФАПа, поликлиникăна, тĕп корпусăн фасадне, рентген кабинечĕсене, шыв башнине юсанă, вертолет анса лармалли лапама хута янă тата ытти те.

2025 çулччен пурнăçламалли тĕллевсем те пысăк: муниципалитет округĕнче тепĕр 3 ФАП тата 6 врач амбулаторийĕ хута каймалла, тĕп больницăн 5 подразделенине тĕпрен юсамалла, медицина пулăшăвне лайăхлатас тата çынсене вăхăтра кирлĕ пулăшу парас тĕллевпе медицина оборудованисене, хăтлă машинăсене те çĕнетме палăртнă тата ытти те.

Афганеца асăнса - кĕрешекенсен турнирĕ

Çак кунхинех информаци ушкăнĕ Шăнкăртамра Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне, Афганистан вăрçинче çамрăклăхне татнă Минхайдар Валитов паттăра хисеп туса йăлана кĕнĕ корэш енĕпе йĕркеленĕ турнира хутшăнчĕ. Сăмах май каласан, Минхайдар хăй те спортсмен пулнă, 12 çул помост çинче кĕрешỹ ăсталăхне туптанă.

Паянхи кун Шăнкăртам территори пайĕнче Афганистан вăрçине хутшăннă 34 (хăшĕсем хулара пурăнаççĕ) паттăр пурăнать.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика