Таса шыв ыйтăвĕпе - канашлу

Категория: Публикации Опубликовано: 17.02.2023, 18:48 Просмотров: 260

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн Пĕчĕк залĕнче Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски тăрăхĕсене ушкăнлă таса шыв илсе çитерессипе канашлу ирттернĕ.

Унта Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, çул-йĕр тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, "ПМК-8" акционерсен пĕрлешĕвĕн тĕп инженерĕ Павел Михайлов тата подряд организацийĕн представителĕсем хутшăннă. Вĕсем шыва ялсене çитерес ыйтăва сỹтсе явнă.

"Экологи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Таса шыв" проектпа килĕшỹллĕн 2022 çулта Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски тăрăхĕсене ушкăнлă килекен шывăн 1, 3, 4 пуск комплексĕсене тăвассине вĕçленĕ. Кăçал вара 5-мĕшне тата 6-мĕшне çулталăк вĕçĕччен хута ямалла. 8 тата 9 валли проект докуменчĕсене хатĕрлеççĕ.

5 тата 6 пуск комплексĕсемпе шыв Кзыл Камыш, Нăрваш Шăхаль, Вăрманхĕрри Шăхаль, Çĕньял, Пăлаçи Атăк, Каншел, Первомайски, Анат Чакă, Çăл Атăк, Анат Тăрмăш, Турхан, Тури Тăрмăш, Шăхач, Кĕçĕн Чемен, Аслă Чемен, Тури Чакă, Сител, Пăлапуç Пашьел, Пăлапуç Нурăс, Ишлĕ, Пỹртлĕ, 8-мĕш комплекспа Кĕçĕн Патăрьел, Тăрăн, Еншик, Хирти Пикшик, Кĕçĕн Арапуç, Именкасси, Тикеш, 9-мĕшпе Кивĕ Катек, Татмăш, Треньел, Ыхра Çырми, Чăваш Ишек ялĕсене çитмелле.

Таса шывпа тивĕçтерес ыйтупа "Куçса çỹрекен механизациленĕ 8-мĕш колонна" акционерсен пĕрлешĕвĕн строителĕсем тăрăшаççĕ.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика