Пăлапуç Пашьелĕнче - Феодор епископ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.02.2023, 18:49 Просмотров: 257

Пăлапуç Пашьел чиркĕвĕнче Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодор уяв кĕлли ирттерчĕ. Сретени - ялăн престол уявĕ.

Владыкăна Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пăлапуç Пашьел территори пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Никитин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ларев кĕтсе илчĕç.

Кĕлĕре Патăрьел чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Синяков иерей тата ыттисем те пулчĕç. Литурги кĕлли хыççăн Владыка кунти хастарсене Архиерей хучĕпе чысларĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика