Сывлăх – пуянлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 17.02.2023, 18:52 Просмотров: 263

 Сывлăх çинчен кунне миçе хутчен аса илместпĕр-ши? Вăл мĕн ватăлса виличчен кирлине те пĕлетпĕр. Сывлăх пур пулсан çеç эпир пуян.

 Анчах тепĕр чухне темшĕн ăна упрама тăрăшмастпăр. Сывлăха вăхăтран-вăхăта тĕрĕслеттерсе тăрасси çине те алă сулатпăр. Çаплах калас килет манăн чир вăраха кайсан çеç тухтăр патне йышăнăва килме пăхакан пациентсем пирки.

Патшалăх медицинăна тимлĕхре тытать. Çулран-çул мĕн чухлĕ çĕнĕрен-çĕнĕ сиплев учрежденийĕсем ĕçе кĕреççĕ. Вĕсенче ку чухнехи оборудованисем вырнаçтараççĕ. Чирлĕ çынсене сыватма мĕн чухлĕ тăкак тухать тата ытти те. Анчах пĕр-пĕр чире маларах тупса палăртни сиплев ĕçĕнче чылай çăмăллăх кỹнине тĕпе хурасшăн мар-ха ытларахăшĕ. Диспансеризаци шăпах çакăнта çăлăнăç кỹрет те. Иртнĕ çул районта 9594 çыннăн сывлăхне тĕрĕслеттермелле пулнă. Ăна тивĕçлипех пурнăçланă. Вĕсенчен 2132 пациента тĕплĕн тĕрĕсленĕ. 1828 çын профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Пациентсенче 600 ытла чир палăрнă.

Пытарма кирлĕ мар, юлашки вăхăтра юн çаврăнăшĕпе чирлекенсен шучĕ ỹсет (199). Шыçă чирĕсем палăраканнисем 16, сахăр диабечĕ тупăннисем 27 пулнă. Сывлав тата вар-хырăмпа ытти органсенче улшăну пуррисем палăраççĕ. Сиплеве вăхăтра пуçăнсан кирек хăшĕнчен те хăтăлма пулать. Чир тупăнни вилĕм приговорĕ мар- çке. Тухтăрсем малалла мĕн тумаллине тĕплĕн ăнлантараççех. Пациентсен сывлăхне тата тĕплĕнрех тĕрĕслеççĕ.

Сывлăха тĕрĕслеттерессине мĕнрен пуçламалла-ха? Врач амбулаторийĕсенчи специалистсем патне каймалла. Районти тĕп больницăри пĕр-пĕр врач патне йышăнăва кĕрес тесен вара вĕсем патĕнченех электронлă майпа çырăнма пулать.

Сывлăх çине нихăçан та алă сулмалла мар. Диспансеризаци тухассине ỹсĕм çулне кура йĕркелеме тăрăшатпăр. 18-39 çулсенчи граждансен 3 çулта пĕр хутчен, 40 çултан аслăраххисен çулленех диспансеризаци тухмалла. "Сывлăх" наци программин тĕп тĕллевĕ ял халăхĕн сывлăхне çирĕплетесси, вĕсене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме пулăшасси пулса тăрать те. Апла пулсан ĕçе диспансеризаци тухассинчен пуçлама тăрăшăр та.

Н. ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕн медицина сестри

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика