Пăхăр медальсене тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.02.2023, 18:53 Просмотров: 262

Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКан ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе вĕрентекен уйрăм воспитанникĕсем Оренбург хулинче федерацин Атăлçи округĕнче мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртуран çитĕнỹпе таврăнчĕç. 110 килограмм виçе категорийĕпе Максим Леонтьев, 42 килограмлипе Ильнур Яфизов пăхăр медальсене тивĕçнĕ.

Çитĕнекен ăрăва кĕрешỹ мелĕсемпе

Вячеслав Спиридоновпа Ильфак Алеев тренер-преподавательсем хăнăхтараççĕ. Çитĕнỹ савăнтарать Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКа спортсменĕсем 2008-2009, 2010-2011 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче çăмăл атлетикăпа (икĕ енлĕ) Çĕнĕ Шупашкар хулинче ăмăртса çитĕнỹсем тунă. Максим Чемеров 300 тата 600 метрлă дистанцисенче пĕрремĕш, Эвелина Камышева 300 метрлинче, Валерия Гаврилова 600 метрлинче виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Софья Яковлева та хутшăннă çак ăмăртăва. Вăл пăхăр медале çĕнсе илнĕ. Тренерĕсем - М.Прокопьевпа Л.Никитин, В.Платонов, С.Рубцова.

Аттестаци витĕр тухнă

Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКа спорт залĕнче каратэ енĕпе черетлĕ квалификаци экзаменĕсем пулчĕç. 48 çамрăк спортсмен аттестаци витĕр тухса тĕрлĕ тĕслĕ пиçиххие тивĕçрĕ. Ачасене спортăн çак енне Олег Камышев тренер юратма хăнăхтарать.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика