Марина Иванова Патăрьел округĕн чысне хỹтĕлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.02.2023, 18:47 Просмотров: 222

ÇАК кунсенче Митта Ваçлей ячĕпе хисепленекен Первомайскинчи вăтам шкулта "Тăван чĕлхене вĕрентекен чи лайăх учитель" конкурс иртнĕ. Унта Патăрьел муниципалитет округĕнчи 19 педагог хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем кашниех хăйсен ĕçĕнче пысăк пултарулăхпа палăрса тăраççĕ, тăтăшах хăйсен вĕренекенĕсемпе тĕрлĕрен конкурса, викторинăна хутшăнаççĕ тата ытти те. Хальхинче вара вĕрентекенсем хушшинче чăн малтанах тăван чĕлхе, литература, тăван ен культурипе кăсăклă уроксем пулнă, конкурса хутшăнакансен ăсталăх класĕпе, класс тулашĕнчи ĕçсемпе паллашнă.

 Тупăшу уяв евĕр кăмăллă иртнĕ, кашнин чĕринче ырă кăмăл-туйăм çуратнă. Юлашкинчен çакă паллă пулнă: республикăри "Тăван чĕлхене вĕрентекен чи лайăх учитель" конкурса хутшăнма, Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне хỹтĕлеме Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Марина Иванова вĕрентекен тивĕçнĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика