"СПИД" çынсене яланлăхах çывăрттарать...

Категория: Публикации Опубликовано: 21.02.2023, 18:48 Просмотров: 203

ЮЛАШКИ виçĕ çулта коронавирус чирĕнчен сыхланмалли, асăрханмалли, сипленмелли пирки тухтăрсем те, специалистсем те чылай сĕнỹ параççĕ, çыраççĕ... Çак усал чир ХХI ĕмĕрĕн палли пулса юлчĕ темелле, чылай çыннăн сывлăхне хавшатрĕ, шел пулин те хăшĕ-пĕри çак сăлтавпах пурнăçран та уйрăлса кайрĕ... Хальхи вăхăтра ун пирки "чан" çапмалли вăхăт пулмасан та хутшăнупа ерекен чире пула шухăша яракан ытти сăлтав та пĕчĕк мар.

Паянхи куна пирĕн тăрăхра "СПИД" чирĕн вирусне çаклатнă 58 çын учетра. Вĕсенчен 36-шĕ арçынсем, 22-шĕ хĕрарăмсем. Çак ушкăнти çынсем хушăнса пыни ырă пулăм мар. Ирĕклĕ, аскăн пурнăçа кăмăллакансем вилĕм серепине (çаплах калас килет) хăйсен ирĕкĕпе çакланаççĕ. Пĕлтĕр çак сăлтавпа икĕ, виçĕмçул пĕр çыннăн ĕмĕрĕ вăхăтсăр татăлнă. Статистика ытларах вич-инфекцийĕпе аякри хуласене ĕçлеме çỹрекенсем чирленине çирĕплетет.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика