Аслă Мăнкун типпине хатĕрленер

Категория: Публикации Опубликовано: 21.02.2023, 18:49 Просмотров: 212

 ИРТНĔ шăматкун, февралĕн 18-мĕшĕнче, православи тĕнне ĕненекенсемшĕн пиртен уйрăлнă тăванăмăрсене асăнмалли кун пулчĕ. Чиркĕве çỹрекенсем вĕсене асра тытса тата асăнтарса Турă çăкăрне кастарчĕç, çуртасем лартрĕç, кĕлĕсене хутшăнчĕç. вырсарникун Аслă Çăварни уявĕ пулчĕ.

Февралĕн 26-мĕшĕнче вара Аслă Мăнкун праçникĕ умĕн пĕр-пĕринчен каçару ыйтмалли вырсарникун. Çак кунхине шухăшпа е сăмахпа çилентернĕ çынсенчен каçару ыйтма именмелле мар. Çитес тунтикунтан вара аслă типĕ пуçланать. Вăл çичĕ эрнене пырать. Çак вăхăтра эрех-сăрапа ашкăнманни, типпе пăхăнни, хамăра сăпайлă та тирпейлĕ тытни, кĕлĕ çуртне çỹрени сăваплă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика