12 команда старта тăнă

Категория: Публикации Опубликовано: 21.02.2023, 18:57 Просмотров: 207

 В.Маркиданов ячĕллĕ Кĕçĕн Арапуçĕнчи йĕлтĕр базинче республикăри пушара хирĕç кĕрешекен службăсем хушшинче ăмăрту иртнĕ. Старта тăракансене Чăваш Республикинчи пушара хирĕç кĕрешекен хысна учрежденийĕн начальникĕ Герман Михайлов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, тирпей-илемпе территори аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Николай Раськин, Пикшик территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владислав Краснов саламланă.

Чупăва 12 команда тăнă. Муркаш ялĕнчи 37-мĕш пушар хуралĕн команди çĕнтерỹçĕ пулнă. Иккĕмĕш вырăнта - Элĕкри 25-мĕш, виççĕмĕшĕнче - Шăмăршăри 42-мĕш пушар хуралĕн ĕçченĕсем. Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар хуралĕн командин те кăтартăвĕсем япăх мар. Вĕсем - 4-мĕш вырăнта.

А. ИВАНОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика