Салтаксен шанчăк хĕлхемне сỹнме парар мар!

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2023, 23:20 Просмотров: 642

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем Украинăри нацистсене тĕп тăвас тĕллевпе пыракан хирĕç-тăрăва хутшăнакан ентешĕмĕрсене пур енлĕн пулăшас тĕллевпе сахал мар тăрăшаççĕ. Салтаксен çĕнтерĕве çывхартма пулăшакан шанчăк хĕлхемне сỹнме парас мар тесе волонтерсем, уйрăм хастарсем тăтăшах гуманитари пулăшăвĕпе çула тухаççĕ. Вĕсем те хальхи вăхăтра хăйне евĕр чăн паттăр, сăваплă ĕç тăваççĕ. Турă вырăна çеç хутăр салтаксемшĕн алă тăсса пулăшакан кашни çынна.

Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ умĕн çеç инçе çула каякансене, Юрий Тинюков волонтер ертсе пыракан ушкăна Анат Тăрмăшри Александр Трифонов мунча кăмаки, 13 буржуйка, ырă кăмăллă хĕрарăм (ятне çырма ыйтмасть) 65 пин тенкĕ тăракан дизель генераторĕ, Анат Туçари Валерий Кузнецов фермер вунă витре тăварланă купăста, сигарет тата ыттине те парса янă. Çынсем апат-çимĕç, ăшă тумтир, окопра усă курма хатĕрленĕ çуртасем, çар ĕçĕнче кирлĕ ытти тавара хапăлласах салтаксем валли пуçтараççĕ. Май пур таран укçа сĕнекенсем те йышлăн. Эпир пурнăçлакан кашни ырă ĕç салтаксене частарах тата ырă та сывă таврăнма çеç пулăштăрччĕ. Пĕрлĕхре - вăй, çĕнтерỹ!

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика