Тĕрĕслĕх - пирĕн енче, Çĕнтерỹ пулатех!

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2023, 23:25 Просмотров: 706

Февралĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне Çырупа тухрĕ. Мероприяти 1 сехет те 45 минута тăсăлчĕ.

Владимир Путин кĕтнĕ пекех хăйĕн сăмахне Украинăри ятарлă çар операцийĕнчен пикенчĕ. Донбасс халăхĕ 2014 çултанпа Раççее кĕтнĕ. НАТО çарĕсем пирĕн чикĕ патнех çитсе тăнă. Вĕсен тĕллевĕ - Раççее парăнтарасси. Пирĕн ирĕксĕрех ятарлă çар операцине пуçлама тивнĕ.

Нумай нациллĕ халăх çак утăма ырларĕ, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пăшал тытрĕ. "Хамăр умма лартнă тĕллевсене эпир утăмăн-утăмăн татса парăпăр", - терĕ Президент. Çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисене пулăшма Патшалăх фондне туса хурасси пирки те пĕлтерчĕ Владимир Владимирович.

Анăçри çĕршывсем Раççей экономикине те "çăвахлас" тесе тĕрлĕ санкци пуçарса ячĕç, анчах нимех те тăваймарĕç. Çавна май Президент экономикăна аталантарас, халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе туса ирттерме палăртнă тĕллевсемпе те паллаштарчĕ. Кĕскен каласан, Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче йăла шайĕнчи темăсенчен пуçласа тĕнче шайĕнчи таранах хускатрĕ.

Çырупа тĕплĕнрех "Авангард" хаçат сайтĕнче паллашма пулать.

 А. ИВАНОВ.

Хаклав

Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ: - Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне черетлĕ Çырупа çĕршывшăн çăмăл мар лару-тăрура тухрĕ. Çавăнпа та унăн сăмахĕ, çĕршыва малалла аталантаракан стратегилле программи пурне те кăсăклантарчĕ. Владимир Владимирович Çырăва Украинăри националистсене, террористсене тĕп тăвас тĕллевпе пуçарнă ятарлă çар операцинчен пуçларĕ. Çак ыйту паян пирĕн çĕршыври кашни çемьене, ашшĕ- амăшне, салтаксене пăшăрхантарать. "Утăм хыççăн утăм, питĕ тирпейлĕ татăпăр çак ыйтăва", "Вĕсем вăрçă пуçласа ячĕç, эпир вара ăна чарса лартас тесе вăйсене усă куратпăр", "Çар операцине хутшăнакан тĕрлĕ наци салтакĕсен кĕлли тĕрлĕ чĕлхепе янăрать пулин те, пурин те тĕллев пĕрре - çĕршывшăн кар тăрасси", "Тĕрĕслĕх - пирте" ... çакнашкал çирĕп сăмахсемпе палăртрĕ çĕршыв ертỹçи хирĕç тăру пирки. Çав вăхăтрах çар операцине хутшăнма кар тăнă салтаксене, хăйсен ирĕкĕпе çар тумне тăхăннисене регионсенчен пур енлĕн пулăшнăшăн пурне те, çав вăхăтрах салтаксем патне ăшă сăмах çыракан ачасене те тав турĕ, çар операцинче пуç хунă паттăрсен çемйисене пулăшма патшалăх енчен ятарлă пулăшу фончĕ туса хурас пирки та каларĕ. Сăмах май каласан, пирĕн муниципалитет округĕнче те ку тĕлĕшпе волонтерсем, уйрăм хастарсем салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕпе тăтăшах кайса çỹреççĕ, вĕсене пĕрлехи вăйпа хăвăртрах çĕнтерỹпе килме май пур таран хавхалантараççĕ.

Федераци Пухăвне тухнă Çыру - çĕршывăн социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ, халăх пурнăçне пур енлĕн аталантармалли тĕп программа. Владимир Владимирович хăйĕн сăмахĕнче йывăрлăхсене пăхмасăр çĕршыв экономикине çĕнĕ аталану çулĕ çине илсе тухмаллине, тулаш экономикăри çыхăнусене анлăлатмаллине, çав вăхăтрах мĕн пур йывăрлăхсене çĕнтерсе коммуналлă хуçалăх, вĕрентỹ, медицина отраслĕсенче, социаллă сферăра тата ытти отрасльсенче те çĕнĕ улшăнусем тумалли программăпа паллаштарчĕ. "Эпир хамăр вăя шанатпăр! Тĕрĕслĕх пирĕн енче!"-терĕ вăл Çырăва вĕçленĕ май.

Петр Ялуков, акционерсен «Батыревский» хупă пĕрлешĕвĕн директорĕ, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ:

– Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федераци Пухăвне  тухнă Çырăва кашнийĕ хумханса итлерĕ пулĕ тесе шухăшлатăп. Украинăри ятарлă çар операци пирки, унта хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене тимлĕх уйăрасси, çавăн пекех унта пуçне хунисен кил-йышне пулăшма патшалăхăн ятарлă фондне йĕркелесси пирки каларĕ. Сăмах май, Донбасра пурăнакансене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене валли гуманитари пулăшăвĕсем яма пирĕн хуçалăх та хастар хутшăнать.

Владимир Владимирович Путин ют çĕршывсем йĕркеленĕ санкцисем Раççее тата вăйлăрах пулма пулăшнине, кăтартусем лайăхланнине Çырура  палăртнă май 2022 çулта ял хуçалăхĕнче тыр-пул тухăçĕ маларахри çултинчен икĕ хут пысăкраххине, 150 млн тонна ытла, унтан тулă 100 млн тонна ытла пухса кĕртнине пĕлтерчĕ. Çакăнта пирĕн, Патăрьел муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăх предприятийĕсен те тÿпи пур. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пĕлтĕрхи кăтартусем те савăнтараççĕ: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 63200 тонна  пуçтарса илнĕ. Пирĕн хуçалăхра тыр-пул тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 50 центнера яхăнпа танлашрĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем те савăнтарчĕç. Иртнĕ çул пĕр ĕнерен вăтамран 8697 килограмм сĕт сунă. Патшалăх ял хуçалăхне çултан çул ытларах тимлĕх уйăрни çитĕнÿсем тума, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама май парать.  

Пĕрлĕхре – вăй, çакна кашнийĕ асра тытсан пур йывăрлăха та çĕнме пулать. Çĕршыв пуласлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн малашне те тăрăшса ĕçлĕпĕр.

Дания Салахова, Хирти Пикшикри вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ:

– Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тухнă Çырăвне кăмăлтан итлерĕм. Çĕршыв пуласлăхĕшĕн ĕçлеме пултаракан граждансене çитĕнтерессинче педагогсем пысăк вăй пулнине палăртрĕ вăл. Професси тивĕçне чыслăн пурнăçлакансене тав турĕ.

Шкулсене çĕнетес программа ĕçленине те асăнчĕ. Ку енĕпе уйрăмах яллă вырăнсене пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Пирĕн вĕрентÿ учрежденинех илер. Юсав хыççăн епле капăр та илĕртÿллĕ шкула çÿреççĕ ачасем. Вĕсем хăйсен малашлăхĕ Раççейре çеç пулма пултарнине питĕ лайăх ăнланаççĕ.

Вĕренÿ системинче грантсен фондне тĕреклетсе пыни пĕлÿ сферинче вăй хуракансене Раççейри Педагогпа наставник çулĕнче тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать те.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика