Çамрăк кадрсем ĕçе кỹлĕннĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2023, 21:20 Просмотров: 667

"Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн медицина сферинчи пуçламăш звенона кадрсемпе тивĕçтересси тĕп вырăнта тăрать. Çавна май республикăра "Ял тухтăрĕ" тата "Ял фельдшерĕ" программăсем ĕçре. Патăрьел муниципалитет округĕн тĕп больницинче ял специалисчĕсене йышăнассипе тăрăшуллă ĕçлеççĕ.

Эльвера Махмутова, акă, Тикешри фельдшерпа акушер пунктне çул такăрлатать.

 "Ачаранах çие шурă халат тăхăнса çынсен сывлăхне сиплеме ĕмĕтленеттĕм. Кирлĕ професси суйлас килетчĕ. Çынсемшĕн усăллă пулас ĕмĕтлĕччĕ. Тĕллеве пурнăçларăм. Манăн телее çывăхрах ĕç вырăнĕ пулчĕ. Ĕçĕм яваплă, паллах. Ялти фельдшерăн темĕн те тума пĕлмелле. Фельдшерпа акушер пунктĕнче юн пусăмне виçнĕ, сиплев ĕçне пурнăçланă хыççăн кирек хăш çанталăкра, талăкăн хăш вăхăтĕнче те çỹреймен пациентсем патне килĕсене çитмелле. Чир-чĕр профилактики пирки ăнлантару ĕçĕ тумалла. Диспансеризаци тухмалли пирки асăрхаттармалла тата ытти те. Муниципалитет территорийĕнчен аякка вырнаçнă ялсенчи медицина ĕçченĕсен пĕрремĕш пулăшу пама яланах хатĕр тăмалла. Хĕллехи, çуркуннехи тапхăрсенче сунаспа, вируслă инфекци чирĕпе чирлекенсене сиплемелле.

Фельдшерпа акушер пункчĕ юсав хыççăн таса та тирпейлĕ. Ĕç условийĕсем тивĕçтереççĕ. Участокри 260 çын сывлăхĕшĕн яваплă эпĕ".

 Гузелия Санзяпова Кивĕ Ахпỹртри фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçе пикеннĕ:

- Ĕçĕм килĕшет. Пулăшу ыйтма çамрăкки те, асли те çỹрет. Участокра 520 çын. Кашни пациентпа паллашма, пĕр чĕлхе тупма, тĕллевлĕ сиплеме тăрăшатăп. Малтанласа çăмăлах марччĕ. Ялĕ пысăк. Тухса çỹрейменнисем патне килĕсене укол тума çитмелле. Сиплеве фельдшерпа акушер пунктне килекенсене укол тумалла тата ытти те. Патшалăх çамрăк специалистсене тимлĕх уйăрни савăнтарать. Çакă тата тăрăшарах ĕçлеме хистет.

А. ИВАНОВА

ХАКЛАВ

Лидия Селиванова, Тикеш ялĕ, пенсионерка:

"Сывлăх" наци проектне пула ялсенче çакнашкал хăтлă фельдшерпа акушер пункчĕсем туни савăнтарать. Сиплевçи те пултаруллă. Халĕ фельдшерица юн анализĕсене те вырăнтах илет. Мазок та пама пулать. Муниципалитетри тĕп больницăран врачсем килессе малтанах пациентсене пĕлтерет. Кирлĕ консультацие вырăнтах илни питех те кăмăллă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика