Ачашăн телей - ашшĕ-амăшĕн ăшши

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2023, 21:20 Просмотров: 702

 Шкулсенчи воспитани ĕçне лайăхлатасси "Вĕрентỹ" наци проекчĕн пĕр енлĕ тĕллевĕ пулса тăрать. Патăрьел муниципалитет округĕнчи вĕрентỹ ĕçченĕсен методика кунне Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта ирттернине шăпах çакăнпа çыхăнтарнă тесе те калама пулать. Ку хутĕнче вăл "Вĕрентỹ пахалăхне ỹстерессинче çемьепе шкул тачă килĕштерсе ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ" темăпа иртрĕ. Малтанах шкул директорĕ С.Едифанова тухса каларĕ. Светлана Витальевна вĕрентỹпе воспитани ĕçĕн тĕшшине педагогсемпе ашшĕ- амăшĕ пĕр шухăшлă пулнинче курнине палăртрĕ. Пĕрлехи ĕç вĕрентỹ пахалăхне тата воспитани ĕçне лайăхлатма пулăшмаллах.

Пуçламăш классен учителĕсем Н.Юркина, М.Карпова, Н.Семенова ертсе пынипе "Мерчен" театр студине çỹрекенсем Э.Успенскийĕн "Про Вову Сидорова" юмахне выляса пачĕç.

Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи В.Степанова ашшĕ-амăшĕпе ачисене пĕрле "Своя игра" интеллектуаллă вăййа хутăштарчĕ.

Муниципалитетăн вĕрентỹ, физкультурăпа спорт тата çамрăксен политики управленийĕн информаципе методика центрĕн директорĕ Ю. Миронова методика кунне пĕтĕмлетсе вĕрентỹ процесĕ ашшĕ-амăшĕшĕн те уççăн пулмаллине палăртрĕ. Аслисем çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассине педагогсемпе пĕрле туса пымаллине çирĕплетрĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Хаклав

 Оля Кутузова, Ишлĕ ял библиотекин заведующийĕ:

- Ачасене воспитани парас ĕçре ял библиотекин те витĕмĕ пур. Кунта çитĕнекен ăру уроксем хыççăн тата канмалли кунсенче çỹрет. Вĕсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Пĕринче краеведени сехетĕнче А.Крылов академик биографийĕпе тĕплĕн паллашрăмăр. Тĕрлĕ сăнав турăмăр. Шыв çỹлелле мĕнле юхнине пĕлтĕмĕр.

Тепринче ХХ ĕмĕрти вырăс литература классикĕн "Пришвин тĕнчине çул хывса" литература çул çỹревне тухрăмăр. Ачасем интересленеççĕ паллă çынсен пурнăçĕпе.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика