Паха вăрлăх – тухăç никĕсĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2023, 09:32 Просмотров: 616

Мартăн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарти «Каскад» суту-илÿ центрĕнче Регионсем хушшинчи «Çĕр улми -2023» курав вунпиллĕкмĕш хут ĕçленĕ.

Унта çĕршыври тĕрлĕ регионтан тата Беларуç Республикинчен, республикăри округсенчен килсе çитнĕ делегатсем семинарсене хутшăннă, çĕр улми тухăçне ÿстерес ыйтусене тишкернĕ, хурт-кăпшанкăран, çумкурăкран сыхлакан çĕнĕ препаратсене пахаланă. Çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсем вăрлăх сутма килнĕ. Çулленех йĕркелекен курава Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци те хутшăннă.

Чăваш Енре çĕр улмирен чипс хатĕрлеме тытăнĕç. Пĕр çулталăкра 400 ытла тонна чипс кăларма палăртнă. Ун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев курава уçнă чухне пĕлтернĕ.  Проекта Патăрьел муниципалитет округĕнчи «ЛУК-АГРО» потребитель кооперативĕ пурнăçлать.

                     А. Иванов

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика