Патăрьелĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕ - фестиваль çĕнтерỹçи

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2023, 09:36 Просмотров: 693

 ÇАК кунсенче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче Герман Лебедевпа Федор Лукин композиторсем 110 çул тултарнине халалласа "Тăван çĕршыв юррисем" фестиваль иртнĕ. Унта республикăри пултаруллă коллективсем хутшăннă. Пĕлтерĕшлĕ культура мероприятийĕнчен Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системи çумĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕ те айккинче юлман. Юхмапа Пăла тăрăхĕн мăнаçлăхĕ шутланакан культура ĕçченĕсем "Чăваш тĕррисем" ("Чувашские узоры") вокалпа хореографи сюитипе пысăк сцена çине тухнă, фестивальте I степеньлĕ диплом лауреатне çĕнсе илнĕ.

Ансамбле нумай çул РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Шакин ертсе пырать, концертмейстерĕ - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Никитин. Коллектив ку таранччен хамăр республикăра çеç мар, тĕрлĕрен пысăк хула сцени çинче те Патăрьелсен ятне чыслăн хỹтĕленĕ, пĕрре мар çакнашкал димлома çĕнсе илнĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика