Паттăра асра тытса

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2023, 09:47 Просмотров: 583

Именкасси ялĕнчи культура çуртĕнче Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă ентешĕмĕре, "Хастарлăхшăн" ордена тивĕçнĕ Игорь Иванова асра тытса теннис турнирĕ иртрĕ. Унта 20 ытла çамрăк хутшăнчĕ. Çивĕч ăмăртура пĕрремĕш ушкăнра Андрей Кириллов çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшĕнче Альберт Шарафутдинов малта пулчĕ. Куçса çỹрекен кубока вара Андрей Кириллов тивĕçрĕ.

Турнира йĕркелес ĕçре Игорь Петрович амăшĕ, тăванĕсем, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Барышников, Пикшик территори пайĕн пуçлăхĕ В.Краснов, ял клубĕн культорганизаторĕ П.Иванов хастар пулчĕç. Çавăн пекех унта Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен Патăрьел муниципалитет округĕнчи ветеранĕсен канашĕн председателĕ С.Шадиряков, десант çарĕнче хĕсметре пулнă ветерансен обществăлла организацийĕн ертỹçи В.Яковлев тата Н.Цветков хутшăнчĕç.

 Турнира малашне те ирттерме пулчĕç.

 Г. МАКСИМОВ. А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика