Полици тата ачасем" акципе - тĕллевлĕ рейд

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2023, 21:02 Просмотров: 442

ÇАК кунсенче республикăра "Полици тата ачасем" акци пынă май, Патăрьел мунициалитет округĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлес тĕллевпе тимлекен комисси членĕсемпе РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пайĕн, муниципалитет округĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан ценрĕн çемьесемпе ачасене пулăшакан уйрăм специалисчĕсем пĕрлехи рейд ирттернĕ. Вĕсем "хура списокра" тăракан ачасем пурăнакан çемьесенче пулнă, пурнăç условийĕпе, пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăкланнă.

Профилактика субъекчĕсен представителĕсем çак тĕллевпе Турхан, Шăхач, Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа территори пайĕсенче пулнă, кашни çемьери ашшĕ-амăшĕпе ачасене хушма пĕлỹ парас, кирлĕ пек аталантарас, вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, усал ĕç тăвасран асăрхаса тăрас тĕллевпе уйрăм калаçу ирттернĕ. "Полици тата ачасем" акци вăхăтĕнче йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе йĕркеленĕ ятарлă рейд ушкăнĕ 14 çемьене çитнĕ. Вĕсенче çул çитмен 42 ача (иккĕшĕ çулталăк та тултарман) пурăнать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика