Тăрăшуллă ĕçлетĕн - мухтава тивĕçетĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2023, 21:05 Просмотров: 282

Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн акт залĕнче муниципалитет шайĕнчи "Çулталăк учителĕ-2023" конкурс пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ.

Финала тухнăскерсем ачасене патриотла воспитани парас ыйтупа калаçăва тухрĕç. Çавăн пекех "Чи лайăх класс ертỹçи-2023", "Чи лайăх воспитатель-2023", "Чи лайăх социаллă педагог-2023", "Чи лайăх педагог-психолог-2023", "Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх учителĕ-2023" конкурс çĕнтерỹçисене, мĕн вĕреннине ĕçе кĕртме хăнăхтаракан тăрăшуллă педагогсене чысларĕç. Кăçалхи конкурс Раççей Федерацийĕнчи Педагогпа наставник çулталăкĕнче иртни те кăмăллă пулчĕ.

"Професси конкурсĕнче кашнийĕшĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартма тăрăшрĕ. Ĕçе юратмасăр çитĕнỹ тума май çуках. Умри тĕллеве пурнăçлама пултаракан, çĕршыва юрăхлă гражданинсем çитĕнтермелле пирĕн",- терĕ конкурсантсене саламласа Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Чернова.

 "Çулталăк учителĕ-2023" конкурс çĕнтерỹçи Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти математикăпа информатика вĕрентекенĕ Зиля Забирова пулчĕ. Призерсем - Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти математикăпа информатика учителĕ Гузел Феткуллова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти пуçламăш классен учителĕ Ирина Ялукова, Шăнкăртамри Э. Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулти Ризиля Кирпичева.

"Чи лайăх класс ертỹçи-2023" ята Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 6 классен руководителĕ Инга Селиванова тивĕçрĕ. Призерсем - Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Гелнара Хусеинова, Хирти Пикшикри вăтам шкулти Ландыш Садыкова, Сăкăтри вăтам шкулти Ильсеяр Губайдуллина, Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ пуракан тĕп шкулти Елена Трифонова.

"Чи лайăх воспитатель-2023" ята Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Раиля Сафиуллова илчĕ. Призерсем - Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнчи физвоспитани инструкторĕ Ирина Плешкова, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Татьяна Краснова, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Валентина Григорьева, Шăнкăртамри "Ромашка" ача садĕнчи Алсу Шарафутдинова.

"Чи лайăх социаллă педагог-2023" ята Туçари вăтам шкулти Ирина Козловăна пачĕç. Призерсем - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Татьяна Ильина, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Сириня Аксянова.

"Чи лайăх педагог-психолог-2023" Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Алина Гаврилова пулчĕ. "Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх учителĕ -2023" - Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Марина Иванова.

Мĕн вĕреннине ĕçе кĕртме хăнăхтаракан тăрăшуллă педагогсенчен Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Елена тата Владимир Баюсовсене, Вера Васюткинăна, Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Мария Ярусована, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Елена Краснована, Алина Гаврилована палăртрĕç.

Конкурс çĕнтерỹçисене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн парнипе хавхалантарчĕç. Муниципалитет округĕнче професси тĕлĕшпе чи лайăх ята тивĕçнĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Светлана Урукова педагог, депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, "Çулталăк учителĕ-2012" конкурс çĕнтерỹçи Наталия Андреева, вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Светлана Елагина саламларĕç. Мероприятие пĕтĕмлетсе муниципалитет округĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова сăмах каларĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика