Акă халĕ сир мăшăрсем

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2023, 21:10 Просмотров: 290

Шăп 60 çул каялла Сăкăтра пурăнакан Валерий Константиновичпа Вера Ильинична Евграфовсене, Нăрваш Шăхалĕнчи Анатолий Михайловичпа Нина Романовна Пигаевсене çывăх çыннисемпе тăванĕсем пĕрле килĕштерсе пурăнма, ача-пăча çуратса ỹстерме пилленĕ.

 Кзыл Чишмари Фенис Кадировичпа Ляйля Ансаровна Тагировсем вара пĕр çулпа утма пуçлани мартăн 27-мĕшĕнче 30 çул çитет. Вĕсене Мăшăрлану керменĕнче кевер (бриллиант) тата ĕнчĕ (жемчуг) туйсемпе Патăрьел муниципалитет округĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Раськин, ЗАГС пайĕн начальникĕ Наталья Емелина, Сăкăт тата Нăрваш Шăхаль территори пайĕсен начальникĕсем Леонид Черновпа Андрей Ядруков тата ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем саламларĕç.

Хисеплĕ те сумлă мăшăрсем зала Мендельсон маршĕпе утса кĕчĕç. Ырă йăлана малалла тăсса вĕсене Наталья Емелина Юбилярсен хисеплĕ кĕнекине алă пустарчĕ. Кашнийĕн пурнăç çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ, çавăн пекех вĕсен сăн ỹкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ презентацие кăтартрĕç.

Евграфовсем ялта сумлă мăшăрсенчен пĕри. Иккĕшĕ те Сăкăтрах çуралса ỹснĕ. Валерий Константинович - 1940, Вера Ильинична 1942 çулта кун çути курнă. 1963 çулта çемье çавăрнă. Тăватă ача - виçĕ ывăлпа пĕр хĕр - çуратса ỹстернĕ. Пурне те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем халь 9 мăнукпа тата 6 кĕçĕн мăнукпа савăнаççĕ.

 Анатолий Михайловичпа Нина Романовна Пигаевсем çемье çавăрнине çирĕплетекен документа Нăрваш Шăхалĕнчи ял советĕнче мартăн 25-мĕшĕнче илнĕ. Иккĕшĕ те çак ялтанах пулнă. Ваттисен пилне асра тытса çурт-йĕр тунă, икĕ ывăлпа икĕ хĕрне ура çине тăратнă, йывăççисене те лартнă. 7 мăнукĕпе 5 кĕçĕн мăнукĕ вара аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăраççĕ.

Пигаевсемпе Евграфовсенчен шăп 30 çул каярах Кзыл Чишмари Тагировсем туй тунă. Фенис Кадировичпа Ляйля Ансаровна та пĕр ялтанах. Пĕр-пĕрне тĕрев парса, пулăшса пурăнать мăшăр. Икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕшĕн тата виçĕ мăнукĕшĕн вĕсем тĕслĕх вырăнĕнче.

Виçĕ мăшăр та пĕр-пĕрне ăнланни, килĕштерни, хисеплени, каçарма пĕлни, пурнăçа хаклани, ачасен савăнăçĕпе пурăнни йывăрлăхсене çĕнтерсе çемьене упрама май панине палăртрĕç.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика