УЙ-ХИР ХЫПАРĕСЕМ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.05.2023, 19:33 Просмотров: 330

Муниципалитетра çурхи культурăсене акас ĕç вĕçленсе пырать.

Майăн 11-мĕшĕ тĕлне тыр-пул 15501 гектар (99,4 процент) никĕсе хывнă: тулă - 6670 гектар, урпа - 6960, сĕлĕ - 1236, куккурус вăррине туса илме - 50, вика вăрлăх валли - 115, пăрçа 470 гектар.

Сухан вăрлăхĕ кăçал 520, рапс - 150, пĕр çул ỹсекен курăксем - 1840, соя 400 гектарта çитĕнеççĕ.

Сахăр чĕкĕнтерне 490 гектар акнă.

 Çĕр улми планпа килĕшỹллĕн 800 гектар йышăнмалла, ĕнерхи куна 480 гектар (60 процент) лартнă. "Красное Знамя", "Весна" хуçалăхсенче, Л. Краснова, Е. Мартышкин, В. Кузнецов фермер хуçалăхсенче, "Батырево-Лук" пĕрлешỹре ку ĕçе вĕçленĕ.

Выльăхсене валли апат хатĕрлеме куккурус 450 гектар (47 процент) акнă.

 Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 1266 гектарне çум курăкран гербицид, 846 гектарне чир-чĕртен хỹтĕлесе имçам сапнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика