Çĕнтерỹ кунĕн чапĕпе сумĕ ỹссех пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 12.05.2023, 19:38 Просмотров: 438

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа кăçал 78 çул çитрĕ. Сумлă та чаплă, чуна çỹçентерекен, куççуль кăларакан уяв çулсеренех хыçран-хаçа юлса пырать пулин те, унăн пĕлтерĕшĕ, пирĕн ырă пурнăçшăн пуç хунă паттăрсен, тыл хастарĕсен, вăрçă ачисен хисепĕ ỹссех пырать.

 Майăн 9-мĕшĕ - мăнаçлă та пысăк уяв. Патăрьел муниципалитет округĕнче ăна çулсеренех ватти-вĕтти пĕрле пуçтарăнса, асра юлмалла паллă тăваççĕ. Кăçал та ырă йăлана малалла тăсса майăн 8-мĕшĕнче муниципалитет территорийĕн пайĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксем умĕнче митингсем ирттерчĕç, чечек кăшăлĕсем хучĕç, хисеплĕ ветерансем, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă тыл хастарĕсем умĕнче пуç тайрĕç, синкерлĕ вăрçă çулĕсене аса илтерекен юрăсем юрларĕç, пĕрлех салтак пăттине тутанчĕç...

Çак кунхинех Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 78-мĕш Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илнĕ ветерансене килне кайса саламларĕ, паттăрсем умĕнче пуç тайрĕ, малашне кашни кунпа хавхаланса пурăнма сывлăх сунчĕ. Сăмах май каласан, паянхи куна пирĕншĕн чĕрĕ палăк, вăрçă вучĕ тухнă хисеплĕ ветерансем тăваттăн пурăнаççĕ: Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Вера Тихонова, Шăнкăртамри Нурулла Резепов, Шăхачри Феоктист Васильев тата Козловкăри Михаил Наташкин. Чыс, мухтав вĕсене пурне те!

"Чаплă кун çак!

Аякраччĕ вăл пиртен,

Кил вучахĕ пек чĕнетчĕ инçетрен..."

Майăн 9-мĕшĕнче Патăрьелĕнче ирпе-ирех Çĕнтерỹ кунĕнче мăнаçлăн шăрантаракан "День Победы" юрă çине-çинех янăрани кашни çынна çỹçентерчĕ, пăлхантарчĕ, аслă çулхи çынсен, вăрçă нушине ас тивнисен куçне шывлантарчĕ те... Юрă-кĕвĕ çеммипе ирхине 10 сехет тĕлне муниципалитет округĕн администрацийĕ умĕнчи лапама Патăрьелĕнчи организаци-предприяти, учреждени коллективĕсем, тыл тата ĕç ветеранĕсем, ял çыннисем, хăнасем тата ыттисем те уява пуçтарăнчĕç. Митинга Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, РФ тинĕс-çар флочĕн тĕп штабĕн начальникĕн пĕрремĕш çумĕ, Чăваш Енрен тухнă офицерсен "Сыны Отечества" регионсем хушшинчи обществăлла организацин ертỹçи, хамăрăн ентеш Владислав Ильин, РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕсен Патăрьел муниципалитет округĕнчи канашĕн ертỹçи Сергей Шадиряков, Украинăри ятарлă çар операцин участникĕ Çĕньялти Рудольф Макаров, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ Николай Марков протоиерей, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕн çумĕ Ильяс хазрат Сафьянов хутшăнчĕç.

Патăрьелсене чăн малтанах Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ, çак кун кашни çемьешĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 8377 паттăрăн ячĕ яланах пирĕн асра пулнине палăртрĕ.

Хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет округĕн пуçлăхĕ хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцинче нацистсене хирĕç кĕрешекен салтаксен паттăрлăхĕ, ентешĕмĕрсене пулăшакан тыл хастарĕсем пирки ырăпа палăртса хăварчĕ.

Сăмах май каласан, ку тĕлĕшпе Юхпапа Пăла тăрăхĕнче Юрий Тинюков, Алексей Савдеров хастар волонтерсем тăрăшнипе пысăк ĕç туса пыраççĕ, тăтăшах ырă çынсен пулăшăвĕпе хамăр салтаксене çар пурнăçĕнче кирлĕ япаласене вырăна çитерсех тăраççĕ. Митингра Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхне Рудольф Селиванова "За личный вклад в военно-патриотическую работу среди участников СВО" медаль парса чыс турĕç. Çакă та Юхмапа Пăла тăрăхĕ чăн-чăн паттăрсене çитĕнтернине, çар операцине хутшăнакансемпе çирĕп çыхăну пулнине, вĕсен çемйисене кирлĕ тимлĕх уйăрнине çирĕплетет.

 Çĕнтерỹ уявĕн митингĕнче ытти салампа пĕрлех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Юлия Муллинăпа Александр Суворов çамрăк ăру ячĕпе вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансене тав сăмахне çитерчĕç, çĕршыв малашлăхĕ, унăн шăпи вĕсен аллинче пулнине шантарчĕç. Уява хутшăнакансем çитĕнекен ăрун пултарулăхне, патриотла туйăмĕ пысăк пулнине, ачасен аталанăвне юнармеецсен парадне киленсе пăхнă хыççăн та пысăк хак пачĕç. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти хастарсем Çĕнтерỹ ялавĕпе танлăн утса иртнĕ хыççăн шкулсенчи çамрăк армеецсен отделенийĕсем капăр çар тумĕпе чăн-чăн салтаксем пекех колоннăсен умĕпе çирĕппĕн утрĕç.

Юлашки çулсенче парадра вăрçă темипе театрализациленĕ ташăсене пăхма та питĕкăмăллă. Кăçалхи программа та куракана питĕ тыткăнларĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти тĕрлĕ çулхи ачасем йышлăн хутшăнчĕç вĕсене. Пĕр сюжет теприпе улшăнса çеç тăчĕ. Шурă акăш евĕр ярăнса ташлакан хĕрсемпе каччăсен "Çĕнтерỹ вальсĕ" вара тата ытларах ăшă туйăм парнелерĕ.

Уяв вĕçĕнче ĕç коллективĕсем Аслă вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă Патăрьелĕнчи палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умĕнче паттăрсен канлĕхĕшĕн шăп тăчĕç. Палăк çумĕнчех "Салтак тутăрĕ", "Хамăрăннисене пăрахмастпăр", "Асăну çулĕ" тата ытти акцисемпе мероприятисем иртрĕç, "Çамрăксен территоринче" хастарсен пултарулăхĕпе паллашма, салтаксен канмалли вырăнĕнче калаçса ларма, салтак пăттине тутанма та май пулчĕ.

Патăрьелĕнче уявăн каçхи мероприятийĕнче вара муниципалитет округĕнчи культура ĕçченĕсем, çавăн пекех хамăр ентешĕмĕр Денис Павлов юрăç хитре юрăсемпе савăнтарчĕç. Каçхине 22 сехетре илемлĕ салютпа уяв программи вĕçленчĕ.

Хаклав

Владислав Ильин, регионсем хушшинчи "Сыны Отечества" организаци ертỹçи, полковник:

- Çĕнтерỹ кунĕн уявне эпĕ Мускавран Патăрьелне килсе çитрĕм. Шел, çулсеренех пирĕн хушăмăрта çĕре çити пуç тайма хисеплĕ ветерансен шучĕ чаксах пырать. Раççейĕпе ветерансем 14600 çеç юлнă, вĕсенчен Совет Союзĕн Геройĕ - виççĕн. Паян эпĕ хамăн ентеш-ветерансем, тыл хастарĕсем умĕнче пуçăма таятăп, тăван çĕртен аякра пулсан та вĕсемпе мăнаçланатăп.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика