"Хĕвеллĕ" уçланкăра 71-мĕш Акатуй-Сабантуй иртĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.05.2023, 19:39 Просмотров: 444

 Акатуй-Сабантуй - çурхи ака-суха ĕçне вĕçленĕ хыççăн мĕн пур халăх пĕрле савăнмалли йăлана кĕнĕ уяв. Вăл тĕрлĕ наци çыннине, ватти-вĕттине пĕрлештерет, çав вăхăтрах уйрăм хастарсен ĕçри пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе, спортри çитĕнĕвĕпе паллашма, пĕр-пĕринпе кăмăлтан хутшăнма май парать. Патăрьел муниципалитет округĕнче 71-мĕш хут йĕркелекен уяв июнĕн 10-11-мĕшĕсенче иртет.

Çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Акатуй-Сабантуя хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕллевпе ĕçлекен комитетăн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - тирпей-илем тата территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Николай Раськин ертсе пынă.

Оргкомитет "Хĕвеллĕ" уçланкăра иртекен уявăн тематика площадкисене, вĕсемшĕн яваплă çынсене палăртнă, территори пайĕсен халăхăн ăс-хакăлĕпе культурине кăтартакан çуртсене капăрлатмаллине, мероприятисен планне пăхса тухнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика