Футбол уйĕнче ентешсем тĕл пулнă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2023, 21:39 Просмотров: 417

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 78 çул çитнине халалласа Мускавра майăн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи муниципалитетсенчен тухнисем хушшинче çуллен йĕркелекен футбол турнирĕ иртнĕ.

Ентешсене хавхалантарма Раççей тĕп хулине Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, çавăн пекех Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - РФ Президенчĕн Чăваш Республикинчи представителĕ Алексей Ладыков, Патăрьел ентешлĕхĕн председателĕ Александр Миронов кайнă.

Кăçал футбол уйĕнче Елчĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Улатăр, Шăмăршă тата Шупашкар округĕсенчен тата Ульяновск облаçĕнчен тухнисенчен йĕркеленнĕ командăсем тĕл пулнă. Сăмах май, пирĕн муниципалитетшăн харăсах икĕ команда вылянă - Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Мускавра пурăнакансем тата Патăрьел ентешлĕхĕ.

Турнир питĕинтереслĕ иртнĕ, куракансем те кăмăллă пулнă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика