Москит сетки инкек сăлтавĕ ан пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2023, 15:49 Просмотров: 458

 ÇАНТАЛĂК çу еннелле куçса пынă май кил-çурта уçăлтарас тĕллевпе çынсем кантăксене уçса хураççĕ. Шăна-пăван вĕçсе кĕресрен вара чылайăшĕ москит сеткăпа усă курать. Анчах та çак хỹтĕлев усă панипе пĕрлех инкек сăлтавĕ те пулма пултарать. Çулсеренех çĕршывĕпе 1000 ытла пепке уçă кантăкран шăпах москит сетка айăпĕпе тухса ỹкет. Çак сăлтавпа синкерлĕ вĕçленнĕ тĕслĕхсем те сахал мар. Çавăнпа та çуллахи кунсенче çул çитмен ачасене килте хăйсем тĕллĕн çеç хăварни пăтăрмахпа та вĕçленме пултарать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ун пек инкек пулманни аслисен яваплăхне хавшатма ыйтмасть. Çуллахи каникул вăхăтĕнче шăпăрлансене пушшех куçран вĕçертмелле мар.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика