Пушар тимлĕхе те, тирпее те юратать

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2023, 15:50 Просмотров: 396

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнчи пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх ку таранччен 20 пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вут-çулăм алхаснипе çыхăннă 22 тĕслĕх пулнă. Юлашкинчен "01"служба сотрудникĕсем Çĕнĕ Ахпỹртри пĕр хуçалăхра мунчаран тухнă инкеке парăнтарнă. Сăмах май каласан, мунча хутнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран пушар сиксе тухнă тĕслĕхсем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Майăн 11-мĕшĕнче вара Шăхачра пĕр хуçалăх тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайнă. Йывăç çуртпа хуралтăсем кĕл купине çаврăннă темелле. Пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх инкекĕн сăлтавĕ - электропроводкăсем кивелсе юрăхсăра тухни. Çак ялтах майăн 1-мĕшĕнче те вут-çулăмпа кĕрешме тивнĕ. Специалистсем ăна вут тĕртнĕ тесе палăртаççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика