Кашни ыйтупах тивĕçлĕ йышăну турĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2023, 15:57 Просмотров: 351

Майăн 16-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Николай Раськин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьел ентешлĕхĕн ертỹçи Александр Миронов, район прокурорĕ Андрей Афанасьев, Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсен пуçлăхĕсем, округ администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем ытларах Чăваш Республики, çав вăхăтрах Патăрьел районĕ те çĕнĕ форматпа ĕçлеме пикенсе муниципалитет округĕ туса хунипе, çавна май ял поселенийĕсем вырăнне территори пайĕсем йĕркеленипе пулнă улшăнусемпе çыхăннă çĕнĕлĕхсем пирки депутатсен йышăнăвне улшăнусем кĕртессипе пулчĕç. Вĕсемпе Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Николай Раськин, муниципалитет округĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕн çумĕ Андрей Воробьев, муниципалитет округĕн администрацийĕн право тата кадр ыйтăвĕсен пайĕн начальникĕ Наталия Каргина паллаштарчĕç.

Çавăн пекех ларура Патăрьел ентешлĕхĕн ертỹçи Александр Миронов "Кондитерская Планета" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорне Луиза Дроздовăна "Патăрьел муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ" ятпа чыслас ыйтупа депутатсем патне тухрĕ. Депутатсем ентешлĕх ыйтăвне тивĕçтерчĕç. Çапла вара Патăрьелĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта тĕпленнĕ Луиза Дроздовăна сумлă ята тивĕçнипе саламлатпăр.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика