Çар историне аван пĕлеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2023, 15:59 Просмотров: 353

 Çĕмĕрле хулинче саккăрмĕш хут республикăри "Çĕнтерỹ салючĕ!" смотр-конкурс пулчĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 78 çул çитнине, Раççейри Педагогпа наставник, Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă. Унта кадет класĕсенче вĕренекенсем тата çарпа патриотла ушкăнсем пуçтарăннă. Смотра сумлă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, "Сыны Отечества" обществăлла организацин председателĕн пĕрремĕш çумĕ Иван Николаев хутшăннă.

Конкурсра стройпа утса, вăйпа çыхăннă хусканусене кăтартса, вырăс çар историйĕпе çыхăннă викторина ыйтăвĕсене хуравласа, Калашников автоматне салатса тата пуçтарса ăмăртма тивнĕ. Вальс ташламалла пулнă.

 Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем вырăс çар историйĕпе çыхăннă викторина ыйтăвĕсене чи лайăх хуравлакансем пулнă. Пĕтĕмĕшле командăпа кĕçĕн ушкăнрисен йышĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Кадет класĕн наставникĕ Владимир Паймуллин, Татьяна Толстова хореограф ачасене смотра хатĕрленĕ.

Наталья САГУНЕВА, класс ертỹçи.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика