Пăла юхан шывĕ каяш тăкмалли вырăн-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 25.05.2023, 08:02 Просмотров: 203

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ çу завочĕ пулнă вырăн хыçĕнче ĕлĕк тăрна куçĕ пек тăрă шыв пулнă Пăла юхан шывĕн ячĕ çеç юлчĕ темелле. Шел, паллах... Унта çынсем шыва кĕме мар, хур-кăвакала яма та, çыран хĕррипе уçăлса çỹреме те май çук. Усал шăршă ирĕксĕрех сăмсана алăпа хуплаттарать. Кун пирки социаллă сетьре те пĕрре мар çыраççĕ, хаçат редакцине те çырусем, шăнкăравсем килеççĕ. Пирĕн тăрăхăн мăнаçлăхĕ шутланакан юхан шыва каяш, ăпăр-тапăр тăкакансем вара хамăр хушăмăрти çынсемех. Кĕçĕн Патăрьелĕнче юхан шыв хĕрринче пурăнакансем канализаци пăрăхĕсене Пăланалла юхтараççĕ текен хыпар та çитрĕ. Кил хуçалăхĕнче хăтлăх туни лайăх, паллах. Çапах та мăшкăлтăк шыва унталла юхтарни çут çанталăка хирĕç кайниех.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика