Республика тĕревĕ аталанма май парать

Категория: Публикации Опубликовано: 25.05.2023, 08:04 Просмотров: 148

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ЧР Правительство çуртĕнче майăн 18-мĕшĕнче 2022 çулта республика бюджетĕнчен уйăрнă укçапа пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарнă.

Агропромышленность комплексĕ республикăра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. 2022 çулта патшалăх пулăшăвне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 22 субъект 204 млн тенкĕ илнĕ.

Иртнĕ çул ял хуçалăхĕнчи 18 инвестици проектне реализацилеме уйрăм çынсем 171 млн тенкĕ хывнă. Кзыл Чишмара чи пысăк социаллă проект пурнăçланнă: шкул çуртне çĕнетсе çамрăксен "СЭЛЭТ-БАТЫР" обществăлла центрĕ алăкĕсене уçнă. Унта уйрăм инвесторсем 312 млн тенкĕ хывнă.

Муниципалитетра уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансене паракан патшалăх пулăшăвне илес текенсем çуллен нумайланаççĕ. Пĕлтĕр ĕнесем тата техника туяннăшăн тăкакланнă укçана саплашатарма 10,5 млн тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех республикăри Ĕç тата социаллă хỹтĕлев министерстви паракан социаллă пулăшупа та усă куракансем чылайăн. 2022 çулта 33 млн тенкĕлĕх 214 социаллă контракт çырнă. Çулталăк пуçланнăранпа тăватă уйăх кăтартăвĕпе Юхапа Пăла тăрăхĕнчи 106 çын 21 млн тенкĕ илнĕ.

Муниципалитет пуçлăхĕ Рудольф Селиванов округра пурăнакансене пăшăрхантаракан ыйтусене те хускатнă: канализаци сооруженийĕсене реконструкцилесси, ача-пăча искусство шкулне çĕнетесси тата 5 ялта тротуарсене çутăпа тăвасси.

 - Республика Правительстви тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем пире пулăшасса шанса тăратпăр, - тенĕ Рудольф Васильевич паянхи çăмăл мар лару-тăрура республикăра экономикăн кашни отрасльне аталантарма тăрăшнине, çуллен муниципалитетсене паракан пулăшу ỹснине палăртнă май.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика