Шкулти пиллĕкмĕшсене çĕршыв пĕлет

Категория: Публикации Опубликовано: 25.05.2023, 08:12 Просмотров: 153

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул кун-çул уттипе пырать. Республика проекчĕсене тăтăш хутшăнни никамшăн та çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Вĕренекенсем тĕнчери, регионсем хушшинчи, Чăваш Енри, округри олимпиадăсенче çĕнтерỹçĕсем пулаççĕ.

Историе кĕрсе юлакан тепĕр пулăм çинчен пĕлтересех килет. Шкулти тепĕр класс хăйĕн кĕнекине Мускавра пичетлеттерчĕ. Çакна ачасем "Пĕтĕм Раççейри шкул летопиçĕ" вĕрентỹ проектне явăçса пурнăçларĕç. Вăл Раççей Федерацийĕнчи вĕрентỹпе наука министерствипе стратегиллĕ пуçару Агентстви пулăшăвĕпе пулса пырать. Шкул коллективĕ çак проекта тепĕр хут хутшăнма май тупрĕ, çавна май класăн хăйĕн кĕнеки кун çути курчĕ.

"Çут тĕнчери 5 б" ятлă кĕнекене вырăс чĕлхипе литература учителĕ Л.Узбекова, класс ертỹçи Г.Кеметова йĕркелесе пынипе пичете хатĕрленĕ. Унта юмахсене, çемьесем çинчен çырнă сочиненисене кĕртнĕ. Ỹкерчĕксемпе пуянлатнă. Сăн ỹкерчĕксем вырнаçтарнă. Хуплашки те илĕртỹллĕ. Çак класра вĕренекен Суфия Валитова дизайнне те хăех ха- тĕрленĕ.

Кĕнеке ятне тупасси, ăста ĕçсене, ỹкерчĕксене, сăн ỹкерчĕксене суйласа илесси, текстсене пичетлесси, хуплашкине сăн кĕртесси, редакци пахалассине кĕтесси, пичетленсе тухасси хыçра ĕнтĕ. Вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Кĕнеке ачасен аллине çитрĕ. Кашни вĕренекен писатель сертификатне илчĕ, "Çут тĕнчери 5 б" ятлă кĕнеке авторĕ пулчĕ. Кĕнеке "Пĕтĕм Раççейри шкул летопиçĕ" каталога кĕчĕ, электронлă экземплярне Раççейри кĕнеке палатин фондне панă, шкул библиотекинче упранать.

Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем хăйсен ĕçĕпе савăнаççĕ, кĕнекен тепĕр томне хатĕрлеме шутлаççĕ.

Гелсирень АБЕЙДУЛЛОВА, шкул директорĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика