Хусантан - çĕнтерỹпе

Категория: Публикации Опубликовано: 25.05.2023, 08:13 Просмотров: 183

 Хусан хулинче тутар чĕлхипе тĕнче шайĕнчи олипиада иртнĕ. Унта Раççей регионĕсенчен тата пилĕк çĕршывран 500 çамрăк хутшăннă.

 Юлашки этапĕ икĕ турпа иртнĕ. Пĕрремĕшĕнче тутар чĕлхипе тата литературипе теори ыйтăвĕсене хуравланă. Иккĕмĕшĕнче "ЮНЕСКО - еткерлĕх хуралĕнче" проект ĕçне хỹтĕлеме тивнĕ. Ыхра Çырминчи вăтам шкулăн 10 класĕнче вĕренекен Ильнара Алеева тата çак шкултан вĕренсе тухнă Гельназ Алеева призерсем пулнă. Вĕсене олимпиадăна Гельнара Тазетдинова вĕрентекен хатĕрленĕ.

Рузиля Хамдеева вара Хусанта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри "Шурă тутăр" ("Ак калфак") конкурса хутшăнса Гран-прие тивĕçнĕ. Унта тупăшакансен пултарулăха, ăс-тăна, илеме кăтартмалла пулнă. Вĕсен хăйĕн халăх историне, çемье йăли-йĕркине пĕлмелле. Конкурса 9-11 классенче тата 1-2 курссенче колледжсенче вĕренекенсем хутшăннă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика