Çитĕнỹ хăй тĕллĕн килмест

Категория: Публикации Опубликовано: 25.05.2023, 08:13 Просмотров: 137

 Муниципалитет округĕнчи чылай шкулта çул-йĕр çамрăк инспекторĕсен отрячĕсем пур. Вĕренекенсен ирĕклĕ пĕрлешĕвĕсем ачасене çул-йĕр правилисене мала хума хăнăхтараççĕ. Çакă инкек-синкекрен асăрханма та пулăшатех.

Ачасем сывă пурнăç йĕркине мĕнле хăнăхса пынипе интересленес, çул-йĕр правилисене пĕлнине палăртас тĕллевпе çулленех муниципалитет округĕнче шкулсенчи çул-йĕр çамрăк инспекторĕсен отрячĕсен "Хăрушсăрлăх кустăрми" конкурсне йĕркелеççĕ. Кăçалхипе вăл ХХХII-мĕш хут иртнĕ. Унта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн икĕ, Турханти, Туçари, Сăкăтри вăтам, Алманчăри, Ишлĕри, Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулсен командисем хутшăннă. Вĕсен ултă тĕрĕслев витĕр тухмалла пулнă.

Конкурса хутшăнакансене муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев тата ыттисем саламланă.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкул команди (ертỹçи Петр Рыбкин) çĕнтерỹçĕ пулнă. Ишлĕри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкул отрячĕ (Наталья Семенова) иккĕмĕш, Туçари вăтам шкулăн çамрăк инспекторĕсем (Надежда Осипова) - виççĕмĕш вырăнсенче. Çакна палăртма кăмăллă, Кивĕ Ахпỹртсем малти вырăна темиçе çул ĕнтĕ алăран вĕçертмеççĕ. Вĕсем республика чысне те пĕр хутчен çеç мар хỹтĕленĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика