Ватă çынсене ăшă сăмах та сиплет

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2023, 21:39 Просмотров: 141

 Çулсем шултăраланса пыни никамшăн та савăнăç мар темелле. Ватă çынна пуç ыратни те, шăм-шак сурни те канăçсăрлантарать. Чылай чухне, паллах, сиплев учрежденинех кайма, тухтăрсенчен пулăшу ыйтма тивет. Эпĕ час-часах шăл тухтăрĕ патĕнче те пулатăп. Ватлăхра шăлсем те юрăхсăра тухса пыраççĕ. Фения Минсеитовна Бурчаклы кирек хăçан та çынсене ырă кăмăлпа йышăнни, сĕнỹсем парса пулăшни вара савăнтарать. Тепĕр чухне куллен вуншар çыннăн ыйтăвне тивĕçтерме тивет унăн. Çулталăкне 4 пин ытла пациент ун патĕнче пулать. Тухтăр кашнийĕнпе ăшшăн хутшăнса калаçать. Ватă çынсемшĕн вара çакă пушшех те кăмăллă. Ăшă сăмах вара пуриншĕн те хăйне евĕр эмел пекех.

Шăл тухтăрĕ хăйĕн специальноçне кăмăлласа пурнăçлать. 30 çул ытла тăрăшать врач-стоматолог яваплă ĕçре. Вĕсем Наил Нурулловичпа тăватă ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян хисеплĕ мăшăра виçĕ мăнукĕ савăнăç кỹрет.

 Фения Бурчаклы ĕçре те, общество пурнăçĕнче те хисеплĕ, хастар. Ахальтен мар вĕсен çемйине федераци шайĕнче "Родительская слава" медаль парса чыс тунă.

Людмила ЗАХАРОВА. Треньел ялĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика