Тилĕ мăшкăлĕ пулни çынсене тарăхтарать

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2023, 21:41 Просмотров: 139

ВАТТИСЕМ тилĕ иленнĕ çĕрте чăх-чĕп илĕхмест теççĕ. Ку чăнах та çапла. Акă, Тутар Сăкăтĕнче юмахри чее чĕрчунсем ирĕккĕнех çỹрени, çав вăхăтрах кунта пурăнакансене сăтăр туни тарăхтарать те, шухăшлаттарать те. Кун пирки социаллă сетьре те хыпар кăларнăччĕ-ха. Чее тилĕсем хушма хуçалăхра чăх-чĕп, хур-кăвакал усракансене çине-çинех шар кăтартаççĕ. Пĕр каçрах темиçешер чăх-чĕпне тытнă тĕслĕхсем те сахал мар. Çакнашкал мăшкăл курни, паллах, пурне те тарăхтарать. Вĕсене ялтан пистересси е сарă кĕрĕклĕ чĕрчунсене тытасси, паллах, çăмăл мар. Çапах та хăрушлăх кăларса тăратаканскерсем пирки тивĕçлĕ службăсен йышăну тумаллах.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика