Тĕп ыйту - ачасен çуллахи канăвне ăнăçлă йĕркелесси

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2023, 21:42 Просмотров: 119

 Патăрьел муниципалитет округĕнче те ачасен вĕренỹ çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Умра - хаваслă та шавлă çуллахи каникул. Кану кунĕсенче çул çитмен, çав вăхăтрах социаллă йывăр лару-тăрура çитĕнекен ачасене пысăк тимлĕх уйăрас, пушă вăхăтне усăллă та тухăçлă ирттерес ыйтупа муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ.

Унăн ĕçне Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев, Чăваш Республикинчи ачасен правине хỹтĕлекен уполномоченнăйăн Патăрьел муниципалитет округĕнчи обществăлла пулăшуçи Светлана Ибетова, вĕрентỹ организацийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - 14 - 18 çулсенчи çул çитмен, социаллă йывăр лару-тăрури ачасене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе палăртнă плансемпе Патăрьел муниципалитет округĕнче халăха вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерекен центр начальникĕ Марсель Сафиянов, Аслă Чементи, Хирти Пикшикри вăтам шкулсен директорĕсем Наталия Адидатова тата Илдар Камалетдинов тухса каларĕç, ку тĕлĕшпе хăйсем пурнăçласа пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕç.

Комиссин анлă ларăвĕнче тĕрлĕрен сăлтавпа шутра тăракан çул çитмен ачасене культура, спорт, çарпа патриотла воспитанипе çыхăннă мероприятисене явăçтарас, çапла майпа вĕсене тĕрĕс çул суйлама пулăшас тĕллевпе муниципалитет округĕнче, шкулсенче пурнăçласа пыракан ĕçсем пирки Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт упрвленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова доклад туса пачĕ. Турханти тата Первомайскинчи вăтам шкулсен директорĕсем Валерий Осиповпа Вячеслав Чернышов вĕрентỹ учрежденийĕсенче йывăр шăпаллă ачасен пушă вăхăтне мĕнле ирттерни, вĕсене аталантармалли мероприятисем йĕркелени пирки каласа пачĕç.

Ачасен çуллахи каникулне ăнăçлă та тухăçлă çеç мар, пăтăрмахсăр, инкек-синкексĕр ирттересси те тĕп тĕллев. Çак вăхăтра ялсене хуласенчен те йышлă ача канма килнине шута илсен ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен, профилактика субъекчĕсен пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнассине, шыва кĕнĕ чухне асăрханассине, çул çинчи инкек-синкекрен, кантăкран тухса ỹкесрен сыхă пулмаллине çирĕп ăнлантармалла. Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Григорий Каллин ларура шăпах çак ыйтусене çивĕчлетрĕ, çуллахи каникула пурне те ăнăçлă, пăтăрмахсăр ирттерме сунчĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика