Шкул театрĕ çул уçать

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2023, 21:48 Просмотров: 170

Кăçал Чăваш Енре пуçласа пĕрремĕш хут шкул театрĕсен "Асам" фестивалĕ иртет. Проект кураторĕ - Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева. Фестиваль виçĕ этаппа пырать. Малтан шкул театрĕсем онлайн мелĕпе хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Унта 19 шкул коллективĕ те хутшăнчĕ. Ултă ушкăн вара вырăнти муниципалитет шайне тупăшăва тухрĕ. Иртнĕ эрнекун вĕсем Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулăн акт залĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

 Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем "Сăр шурăмпуçĕ лăпкă..." (ертỹçи -Гузель Вахитова) театрализациленĕ представленипе тухрĕç. Унта Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунă чухнехи саманта сăнланă. Çак ĕçе ялтан хутшăннă çынсене аса илнĕ. Слайдсем кăтартса пыни Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерĕве çывхартма хутшăннисен паттăрлăхне тата витĕмлĕ кăларма май пачĕ. Çамрăк артистсем тăрăшса выляни куракансен куççулĕнче те палăрчĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем "Туслăх яшки пĕçерчĕç" (ертỹçи -Наталия Путякова). Ырă кăмăл, савăк юрă, малашлăх ĕмĕтсем чăваш тата тутар халăхĕсем туслă пурăннине кăтартрĕç (ỹкерчĕкре).

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашни килте йĕр хăварчĕ: çухату, сивĕ, выçлăх, ачалăха вăрларĕ... Çакна Ыхра Çырминчи вăтам шкула çỹрекенсем куç умне кăларчĕç. Каллех куççуль...(ертỹçисем -.Сабирзяновăпа Р.Вахитова). Артистсем ăна Шейхулла Тазетдинов аса илĕвĕпе лартрĕç.

Турханти вăтам шкулта вĕренекенсем Алексей Кокель ỹнерçе асра тытаççĕ. Хирти Пикшикри вăтам шкула çỹрекенсем йытăпа сунарçă туслăхне мала хучĕç. Нăрваш Шăхалĕнчи çитĕнекен ăру иртнĕ ĕмĕрте ят-сум илнĕ "Судра" камит сыпăкне вылярĕ. Унпа вĕсем Самар тата Ульяновск тăрăхĕсенче те пулнă.

Жюри пĕр саслă пулса Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем пĕрремĕш вырăн йышăннине палăртрĕ. Çакă та паха. Ачасен ăсталăхне хаклама Чăваш патшалăх академи драма театрĕн администраторĕ Марина Ершова килме пултарни те кăмăллă.

Мала тухнисене тата рольсене ăста калăплакансене муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова тата жюри председателĕ Луиза Леонтьева Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

ШУХĂШ

Марина ЕРШОВА, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн администраторĕ:

Шкул театрĕ вĕренекен пултарулăхне уçма май парать. Ачасен сцена çинче выляс ăсталăхне курса тĕлĕнтĕм. Эмоци шайĕнче роле кĕрсе вĕсем куракана тыткăна илеççĕ: йĕртеççĕ, култараççĕ. Вĕсен пултарулăхне аталантарса пымалла. Хамăр енчен эпир те кирлĕ пулăшу пама тăрăшăпăр.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика