Çĕнĕ часовня уçăлчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2023, 20:02 Просмотров: 68

 Тури Чакă ялĕнчи масар çинче часовня уçрĕç. Çав ятпа йĕркеленĕ мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Аслă Чемен территори пайĕн начальникĕ Станислав Капитонов, ял çыннисем хутшăнчĕç.

Часовньăна Улатăр-Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, Туçари Çветтуй Троица чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей сăвапларĕ.

 Часовня тума ял халăхĕ, ентешсем, фермерсем сумлă пулăшу кỹнĕ. Çавăн пекех кунти масар çинче те тирпейленĕ.

Кам укçапа, кам строительство материалĕпе пулăшнă. Ушкăн сурать, кỹлĕ пулать, теççĕ. Ĕçе 2,5 уйăхра вĕçленĕ. 70 çын çакăнта тивĕçлĕ тỹпе хывнă. Ĕçе юратса йĕркелесе пыраканĕ вара ял старости Иван Никитин пулнă.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика