Пограничник-ветерансен хастарлăхĕ иксĕлми

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2023, 20:04 Просмотров: 102

 Майăн 28-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Николай Раськин чикĕ хуралĕнче службăра тăнисене Пограничниксен кунĕпе саламланă. Савăнăçлă уявра çавăн пекех Патăрьел территори пайĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен Патăрьел округĕнчи канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков тата ыттисем те пулнă.

Муниципалитетăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнакан салтак-ветерансем çак кун тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсене, Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ (ỹкерчĕкре). Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта пограничниксен кадет класĕсенче вĕренекенсем юрă-ташăпа савăнтарнă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика